03 июня 2008 г.
Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 7 хутчен вут-кăвар инкекĕ пулнă (иртнĕ çул – 8). Вĕсем пурĕ 350 пин тенкĕ ытла тăкак кÿнĕ. Пушарта 2 çын пурнăçĕ татăлнă, 1 çын аманнă (иртнĕ çул 3 çын вилнĕ).
Акă, майăн 28-мĕшĕнче çурçĕр иртни 1 сехет те 10 минутра Тăвайри пушар чаçне Тушкил ялĕнче пĕр хуçалăхра пушар тухни пирки пĕлтернĕ. Вырăна çитсен акă çакă паллă пулнă: Чапаев урамĕнчи 3-мĕш çуртри кил хуçалăхри хуралтăсем çунаççĕ иккен. Сÿнтерсе пĕтернĕ çĕре вут-çулăм хуралтăсене юрăхсăра кăларнă, хуçалăха пысăк тăкак кÿнĕ. Пушар сăлтавне тĕпчеççĕ.
Çакна яланах асра тытăр: пушартан хÿтĕленмелли правилăсене тĕрĕс пăхăнакан çын хăйне те, кÿршĕсене те вут-çулăм хăрушлăхĕнчен шанчăклă сыхлать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"