03 июня 2008 г.
Майăн 26-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 15-мĕшĕччен республикăра ачасемпе çул çинче пулса иртекен инкексене чарас тата сирсе ярас тĕллевпе “Асăрханăр, ачасем!” операци ирттерме йышăннă. Операци пуçланнă тĕле районта çул çитменнисемпе çыхăннă инкек пулманччĕ.
Ытларах чухне çул çинче 5-16 çулхи ачасем аманаççĕ. Инкексен тĕп сăлтавĕсем – вĕсем çул урлă палăртман тĕлте каçма тăни, çул-йĕр паллисене пăхăнманни.
Умра – çуллахи каникул. Ачасем! Çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнар. Транспорт çÿрекен çĕрте ан выльăр, велосипедсемпе, самокатсемпе ярăнса ан çÿрĕр. Ÿсĕр водительсемпе нихăçан та машинăсем çине ан ларăр. Енчен те ÿсĕр водительсене курас пулсан, ГИБДД сотрудникĕсене пĕлтерме тăрăшăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"