03 июня 2008 г.
Кашни çулах çураки вĕçленсен районти çĕр ĕçченĕсем пурте акатуя пухăнаççĕ. Çĕрпе сухапуç пĕр-пĕрне килĕштернине палăртаççĕ, акнă тырă лайăх тухăç парасса шанса савăнаççĕ, малашлăх тĕллевĕсене сÿтсе яваççĕ. Кăçал çĕр ир пулса çитрĕ, акана кĕске срокра вĕçлерĕç, йăлана кĕнĕ уява çу уйăхĕн юлашки кунĕнчех ирттерчĕç. Юбилейлă, 55-мĕш акатуй пулчĕ ку.
Тăвай ялĕнчи спорткомплекс территорийĕнчи капăр сцена пурин кăмăлне те çĕклерĕ çав кун. Районăн пĕрлештернĕ хорĕ пуçларĕ программăна. Чи малтан А.Чебановпа Г.Алексеев çырнă “Пур тăван та пухăнсан” ятлă юрра шăрантарчĕç сцена çинчисем. Г.Воробьевпа "пирĕн ентеш" И.Ивановăн “Юрăçсем”, унтан М.Палькинпа В.Левашовăн “Ты цвети, Россия” юрăсене юрларĕ тата хор. Амăшĕпе хĕрĕ, В.Александровапа Н.Петрова солистсем пулчĕç.
Вырăнти артистсен пултарулăхĕпе паллашнă май çынсем спорт комплексĕн алăкĕ еннелле çаврăна-çаврăна пăхрĕç. “Президент килмелле паян”, – тесе пăшăлтатрĕç. Хĕрсен ушкăнĕ юрларĕ, Нÿшкассинчи Е.Фомина хăйĕн сăввине вуларĕ, ача-пăча искусствисен шкулне çÿрекенсем ташларĕç. “Пирĕн пата хăнана Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров тата ытти сумлă хăнасем килсе çитрĕç”,– тесе пĕлтерчĕç кĕçех концерт программине ертсе пыракан Л.Павловапа В.Ашмарина. Пурте тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç республика ертÿçине.
Район пуçлăхĕ Н.Иванов сăмах илчĕ. Николай Васильевича, район çыннисене тата ыттисене те сывлăх суннă хыççăн Тăвай енри лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ Николай Ильич.
Эпир кăçал, кĕрхисене шута илсен, пурĕ 11600 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварма пултартăмăр. Çĕрулмине 278 гектар çинче вырăн панă. Ку кăтартусем иртнĕ çулхинчен пысăкрах. 5055 гектар акман çĕр шутланать районта. Вĕсенчен 2500 гектарне кăçал усă курма палăртнă. 820 гектарĕ çинче çураки тунă, 1680 гектар çинче кĕрхисене акмалла, çĕрне хатĕрлеме пуçланă.
“Красная Чувашия”, “Дружба”, “Шимкусский” ЯХПКсенче, “Акконд агро-фирма” тата “Победа” обществăсенче, Грачев, Канясев, Николаев фермер хуçалăхĕсенче çуракине ăнăçлă вĕçленĕ, пурĕ 333 тонна элитлă вăрлăх туяннă. 19 миллион тенкĕлĕх 16 ял хуçалăх техники илнĕ, çав шутран 12 миллион тенкĕлĕх инвестици кредичĕпе. Акана ирттерме ял хуçалăх предприятийĕсем 20 миллион тенкĕлĕх кĕске сроклă кредит илнĕ.
Районта ял хуçалăх потребитель кооперативĕсен ĕçне йĕркелесси начар мар пулса пырать, “Ял çимĕçĕсем” (Çĕнĕ Пуянкасси ял поселенийĕ), “Ăнăçу” (Тăвай) ятлисем кунсерен 2,5 тонна таран сĕт пухаççĕ. Пур йышши хуçалăхсенче пурĕ 1777 тонна аш-какай, 12518 тонна сĕт туса илтĕмĕр.
Асфальтлă çул, çурт-йĕр тăвассипе, вĕренÿре, сывлăх сыхлавĕнче, культурăпа спортра та çитĕнÿсем çук мар. “Çамрăк çемье” программăпа та чылай ĕçлетпĕр. Умра – пысăк задачăсем. “Акконд агро-фирма” обществăн çĕнĕ витисене ăратлă ĕнесем илсе килмелле, тухăçлă тырпул çитĕнтермелле. Пирĕн вĕсене пурне те çÿллĕ шайра пурнăçламалла. Ĕçчен çынран ĕç хăрать, – теççĕ. «Чаплă уяв ячĕпе сире, пурне те», – тесе вĕçлерĕ калаçăвне район пуçлăхĕ.
ЧР Президенчĕ Н.Федоров Тăвай районĕн ĕçченĕсене ăшшăн саламларĕ, район пуçлăхĕ ĕçсене пĕлсе йĕркеленипе, тăвайсем ĕçре маттур пулнипе кăмăллă юлни пирки пĕлтерчĕ. Чăваш Республикин ялĕсене аталантарма тата 10 миллиард тенкĕлĕх укçа-тенкĕ хывмалли килĕшÿ çине алă пусма калаçса татăлни, асăннă суммăран пирĕн район та пулăшăва тивĕçме пултарасси çинчен каларĕ. Çакăн хыççăн Николай Васильевич Тăвайри тĕп больница ĕçченне Л.Муханована “ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ” хисеплĕ ята панине çирĕплетекен документа, Н.Арсентьева рабочипе (”Новый путь”) кăçалхи ака чемпионне В.Алексеева (”Шимкусский”) агропромышленность комплексĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн – Президентăн Тавне, ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене О.Григорьев механизатора (”Кр.Чувашия”), машинăпа ĕне сăвакан оператора Т.Ермилована (”Дружба”), “Сельхозхими” обществăн водительне Н.Петрова пачĕ. Асăннисем пурте хаклă парнесемлĕ пулчĕç. “Юлташ” общество (ертÿçи В.Владимиров) Владимир Ильича, “БОН” общество (ертÿçи С.Хумышев) Олег Лукича ятарлă тумтирпе хавхалантарнă.
Районăн Хисеп кĕнекине кăçал А.Альфонс художнике (Çĕнĕ Пуянкасси), «ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ята илнĕ А.Ефимов ветерана (Енĕш Нăрваш) тата Чăваш патшалăх университечĕн радиопа электроника факультечĕн деканне В.Пряников профессора (Сăхăтпуç) кĕртнĕ, хаклă парнесемпе чысланă.
Çакăн хыççăн Вăрмар район администрацийĕн строительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай начальникĕ А.Тихонов, Раççей Патшалăх Канашĕн депутачĕн П.Семеновăн пулăшаканĕ В.Ванерке, Чăваш Патшалăхĕн художество музейĕн директорĕ Г.Козлов, Раççейри Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хăрушсăрлăх управленийĕн начальникĕ Р.Афанасьев, “Акконд агро-фирма” обществăн генеральнăй директорĕ В. Иванов тухса калаçнă, парнесемпе савăнтарнă. Владимир Алексеевич Павел Владимировичăн парнине, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизора Кивĕ Пуянкассинчи пилĕк ачаллă çемьене, Еленăпа Сергей Степановсене панă.
Унтан район пуçлăхĕн çумĕ Г.Гавриловпа экономика, пурлăх тата АПК аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ В.Ванерке акман çĕрсене ĕç вăйне перекетлекен çĕнĕ технологипе ĕçлесе хатĕрленĕшĕн, туххăçлă усă курнăшăн, акана ăнăçлă вĕçленĕшĕн пĕрремĕш степеньлĕ дипломсене “Акконд агро-фирма” обществăпа (генер. дир. В.Иванов), “Кр.Чувашия” ЯХПКна (ертÿçи В.Данилов), иккĕмĕш степеньлине “Дружба” ЯХПКна (А.Салканов), виççĕмĕшне – “Шимкусский” ЯХПКна (Ю.Алексеев) пачĕç. “Луч”, Ленин ячĕллĕ ЯХПКсем, Хумышев, Николаев фермер хуçалăхĕсем аван ĕçленине палăртрĕç. “2008 çулхи ака чемпионĕ” тесе çырнă хĕрлĕ лентăна “Шимкусский” ЯХПК механизаторне В.Алексеева çыхса ячĕç. Район администрацийĕн Хисеп грамотине В.Грачев (Кармалти ферм. хуç.), Л.Дмитриева врач-педиатр, Ф.Петрова кладовщик (Ленин яч. ЯХПК) тивĕçрĕç.
Парнесем илекенсен списокĕ вĕçленессĕн туйăнмарĕ, 54 çын тухрĕ сцена çине çав кун.
Концерт программи малалла тăсăлнă май уява килнисем “Тăвайри кооператив” потребобщество магазинĕсен таварĕсемпе те паллашрĕç. Пирĕн кооператорсем кăçал тата лайăхрах суту-илÿ турĕç. Уйрăм çынсен сутуçисем те сĕнчĕç хăйсен япалисене, ытти районсенчен те килнĕ Тăвай ене.
Ал ĕçĕпе интересленекенсем кашни ялтах пуррине пĕлетпĕр. Ял поселенийĕсем пурте тенĕ пекех хутшăнма тăрăшнă асăннă курава. Çынсен ăста аллисем тунă япаласенчен куç илес килмерĕ.
Вăрманхĕрринчи Б.Иванов тĕрлĕ кайăксем ĕрчетессипе кăсăкланать. Фазан, павлин, попугай, цесарка илсе тухнă вăл уява. Ача-пăча татăлмарĕ чĕр чунсем патĕнчен, хăюллăраххисем апатлантарасшăн та пулчĕç вĕсене.
Çамрăк спортсменсем кĕрешÿ мелĕсемпе паллаштарчĕç. Чи пĕчĕккисем «Караоке» аттракцион, каруççель çывăхĕнче тăрмашрĕç, сăн ÿкерттерчĕç, ытти спорт ăмăртăвĕсемпе вăййисем те пулчĕç çав кун.
Районти культура çурчĕсемпе библиотекăсен ĕçченĕсем, шкулсенче вĕренекенсем, Тăвайри пĕрремĕш номерлĕ ача садне çÿрекенсем, Шупашкарти “Çеçпĕл” ансамбль артисчĕсем пилĕк ытла сехет хушшинче 80 яхăн номер кăларчĕç сцена çине. Тавах вĕсене, пурне те, пире савăнтарнăшăн.
Каçхине культура çуртĕнче çамрăксем валли дискотека пулчĕ. Сулхăн çанталăк та район çыннисемпе килнĕ хăнасене ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче, районти 55-мĕш акатуйра савăнма чăрмантараймарĕ. Чылайччен хаваслă кĕвĕ саланчĕ таврана. Уяв йĕркелеме, паллах, укçа-тенкĕ кирлĕ. Район администрацийĕ спонсорсене пурне те тав тăвать пулăшнăшăн, ĕçĕсенче ăнăçусем сунать. Республика кунне ĕçри çитĕнÿсемпе, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа кĕтсе илет çапла Тăвай ен халăхĕ.
Сăн ÿкерчĕксенче: ЧР Президенчĕ Н.Федоров Л.Муханована хисеплĕ ят панине çирĕплетекен знак панă самантра.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"