АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлсе ĕçесчĕ (Здравоохранение)

30 мая 2008 г.

Шыв ĕçес килнине лăплантаракан шĕвексен шутне сăрана та кĕртеççĕ хăшпĕрисем. Анчах чылайăшĕ унра алкоголь пуррине чухламасть е пĕлесшĕн те мар. Хĕрарăмсене алкоголизм хăйĕн тыткăнне ытларах хĕрлĕ эрехпе çаклатать. Алкоголиксен йышне хăшпĕр арçынсем темиçе çул ĕçнĕ хыççăн кăна кĕреççĕ, хĕрарăмсене вара уйăх та çитет. Ĕçрен кăларнăшăн, арăмĕ вăрçнăшăн, умĕнчи проблемăсене татса пама пултарайманшăн черккепе туслашаççĕ теприсем. Организмра пурин те алкоголе хирĕç тăракан алкогольдегидрогеназ ферменчĕ пур. Çак япала сахалтараххисем хăвăртрах хăнăхаççĕ эрех ĕçме.
Эсир тăтăшах ĕçмелли сăлтав шырасан, ĕçкĕ-çикĕре хăвăра лайăх туйсан, пахалăхсăр эрехе те тиркемесен, мухмăрпа аптăрасан алкоголизм чирĕпе чирленĕ тесе çирĕплетме пулать.
“Хаяр шĕвек нумай ĕçетĕп пулин те, ÿсĕрĕлместĕп”, – тесе савăнма ан васкăр. Эсир алкоголизмăн иккĕмĕш стадипе чирленине пĕлтерет ку. Виççĕмĕш стадири алкоголик пĕр черкке шурă эрех хыççăнах хăйне райри пек туйма пуçлать. Енчен те асăннă чиртен сывалма тăрăшмастăр пулсан, çынлăха çухататăр. Чылай чухне вилĕм патне те çитерет черккепе çывăх туслашни. Хăвăр ума алкоголизмран сывалас тĕллев лартсан, эсир асăннă чиртен хăтăлма пултаратăр.
Эрехçĕ мĕншĕн çавнашкал пурнăç патне пырса тухнине малтан психотерапевтсен пĕлмелле, вăл сире канăç паман ыйтусем çине хурав пама пулăшĕ. Ĕçес килнине наркологсен сирсе ямалла. Çывăх çыннисен ĕçекене ăнланмалла, пулăшмалла. Вара тин эпир алкоголизм чирне тымарĕпех кăклама пултаратпăр.
Çавăнпа юлашкинчен тепĕр хут асăрхаттарас килет. Аллăра черкке енне тăсиччен паян ĕçсен, ыран хăвăра мĕнле туясси пирки шухăшлăр. 100 грамм эрехех хăвăра сиен кÿнине, пĕрле ĕçекенĕн çемйине те аркатма пултарассине асра тытăр ялан. Çавăнпа аллăра каялла туртса илĕр те, ан ĕçĕр.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика