АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача çураласси лайăхланнă (Общество, социальная сфера)

27 мая 2008 г.

Ака уйăхĕнче пирĕн районта 17 ача çутă тĕнчене килнĕ, 25 çын пирĕнтен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайнă, пĕр туй пулнă, 4 çемье арканнă, 2 хутчен ашшĕ кам пулнине палăртнă.
Çу уйăхĕн улттăмĕш кунĕччен çулталăк пуçланнăранпа Тăвай енре пурĕ 65 ача çуралнă (33 арçын ачапа 32 хĕр ача). Вĕсенчен çемьери пĕрремĕш ача – 24, иккĕмĕш пепкесем 27-ĕн, виççĕмĕшĕсем 12-ĕн шутланаççĕ. Икĕ çемьен аист тăваттăмĕш хут вĕçсе кĕрсе ача парнелесе хăварнă. Иртнĕ çул çак тапхăрта 48 ача кăна кун çути курнă пулнă. Максим тата Арина ятсем ытларах панă “çĕнĕ кайăксене”.
Çын вилесси чакнă. 2007 çулта асăннă кун тĕлне пурĕ 134 çын пурнăçран уйрăлнă пулсан, кăçал – 98.
Високослă çул пулнипе çамрăксем çĕнĕ çемье чăмăртама васкамаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 18 каччăпа хĕр кăна мăшăрланнă. Çулла ку кăтарту лайăхланасса шанма пулать. Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче 6 мăшăр туй тума заявлени тăратнă.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика