АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускав хастарĕсем – Тăвайра (Общество, культура)

15 мая 2008 г.

Майăн 10-мĕшĕнче района Мускавра ĕçлесе пурăнакан тăван ен хастарĕсем – виççĕшĕ те Василий – Федоровпа (Тĕмер) Семенов (Тăрмăш) полковниксем тата Восторгин (Амалăх) энергетик килсе кайрĕç. Вĕсемпе пĕрлех “Тăрмăш ялĕ” кĕнеке авторĕ Э.Ушаков пулчĕ. Ентешсем ырă шухăш-тĕллев тытнă: мĕнпе пулăшма пулать Тăвай тăрăхне.
Хăнасемпе Тăвайри краеведени музейĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем Г.Гавриловпа В.Шакров тата администраци ĕçĕсен управляющийĕ В. Ильин тĕлпулу ирттерчĕç. Музей директорĕ С.Сергеева хăнасене музейри залсем тăрăх кăтартса çÿрерĕ, хамăр тăрăхра тупнă сайра тĕл пулакан экспонатсемпе паллаштарчĕ. Çар мухтавĕн залĕ тăрăх вара хăнасене Сергей Кузьмин çамрăк экскурсовод (Тăвай шкулĕ) ертсе çÿрерĕ. Хăнасем музейпе кăсăклансах паллашрĕç, журнала музей ĕçне пысăк хак парса çырса хăварчĕç. Вĕсем пушă алăпа килмен, музее чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши çырнă “Древние чуваши”, “Древние чувашские Боги и герои” сумлă кĕнекесене "автор автографĕпе" тата Мускаври патшалăх архивĕн докуменчĕсем тăрăх хатĕрленĕ “Государственные ясашные новокрещены и иноверцы Свияжского уезда Темяшевской волости” çырнисен пуххине (1744 çулхи перепись) парнелерĕç. Э.Ушаковăн “Тăрмăш ялĕ” кĕнеки те музейшĕн паха парне пулчĕ. Хăнасем пирĕн районти паллă пулăмсене, кунтан паллă çынсем чылай тухнине, анчах районта ку таранччен вĕсен пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне çутатакан энциклопеди çырса кăларайманнине асăнчĕç. Çак тата пархатарлă ытти ĕçсенче вĕсем района пулăшма хатĕр пулни палăрчĕ.
Ун хыççăн хăнасем Тăвай ялĕнче çĕкленекен Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ тăвас ĕç мĕнле пынипе кайса паллашрĕç. Николай атте вĕсене строительство ĕçĕсем, çав ĕçри чăрмавсем çинчен каласа кăтартрĕ. Чиркÿ йăлтах Турра ĕненекенсен укçи-тенкипе çĕкленет, çавна май та пуль ĕçсем вăраххăн пыраççĕ. Танлаштарма: паян 100 тенкĕ укçапа 10 кирпĕч кăна килет.
Район центрĕнче унчченхи пекех 3 престоллă илемлĕ чиркÿ пулмалла – çак ĕмĕте пурнăçа кĕртес тесен, пурин те вăйсене пĕрлештермелле, кар тăрса тăрăшмалла. Хăнасем енчен пулăшма хатĕр пулни туйăнса тăчĕ. Василий Геннадьевич Семенов ку енĕпе яланах ырă тĕслĕх кăтартнă. Тăван ялĕнчи чиркÿ унăн тивлечĕпех кĕске хушăра çĕкленчĕ, “Тăрмăш ялĕ” кĕнеке те хăвăрт кун çути курчĕ. Вăл пĕлтĕр Тăвай чиркĕвне тума та чылай сумма укçа хывнăччĕ. Мăнкун умĕн Тушкил чиркĕвне вăлах тепĕр икĕ чан кÿрсе килме пулăшрĕ. Пурте пĕр шухăш тытсан, пĕрле тăрăшсан, ĕç те кал-кал каять.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика