АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Миграци служби лайăх тивĕçтерет "Общество, правопорядок)

15 мая 2008 г.

Паспорт сĕтелĕ, теттĕмĕр ăна малтан. Халь Раççейри миграци службин ЧР управленийĕн территорири пункчĕ шутланать вăл. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа кÿр-шĕллĕ вырнаçнă. Кунĕпе кам кăна кĕрсе тухмасть пуль миграци службин районти уйрăмĕнче ĕçлекенсем патне. 14 çула çитнисем паспорт илме заявлени çырса хăвараççĕ. 20-рисем тата 45 çултисем асăннă документа çĕннипе улăштарасшăн. Шел пулин те, паспорта тирпейлĕ тытманнисем те пур-ха пирĕн хушăра, çухатаççĕ е тĕрлĕ сăлтава пула юрăхсăра кăлараççĕ. Вĕсене те вăхăтра тивĕçтереççĕ кунта. Çавăн пекех района яланлăхах е вăхăтлăха пурăнма килнисемпе те ăшшăн калаçаççĕ, регистрацилеççĕ. Тăвай енрен тухса каякансен ыйтăвне те кĕске срокра татса параççĕ, учетран кăлараççĕ. Ют çĕршыва каймалли паспорт пирки кăсăкланакансем те пур. Тепĕр чухне пĕр-пĕр преступлени тунă çынна хăвăрт тупма пулăшма тивет вĕсен. Шалти ĕçсен районти пайĕпе тĕрлĕ операцисем ирттереççĕ тата ытти те.
Çавнашкал пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене 10 çул ытла йĕркелесе пырать шалти службăн капитанĕ А.Бикинина.
–Паспорт – Раççей гражданинĕн тĕп докуменчĕ. Шел пулин те, ăна тирпейлĕ упраманнисем нумайланни шухăшлаттарать. Çавăнпа паспортпа усă курмалли йĕркесене çирĕп пăхăнма сĕнес килет пурне те. Йĕркене пăснăшăн, ĕç пуçарса, штраф тÿлеттерсе, хăвăрăн кăмăлăрах пăсмалла пулса тухĕ атту. Миграци службин территорири пункчĕ граждансене тунтикун, юнкун, эрнекун 14 сехетрен пуçласа 20 сехетчен, ытларикунпа кĕçнерникун 9 сехетрен пуçласа 15 сехетчен, шăматкун 10 сехетрен пуçласа 14 сехетчен йышăнать. Пурне те хапăлласа кĕтетпĕр, – тет Анна Устимовна.
Ăна Ирина Владимировна Скворцова инспектор чылай пулăшать. Компьютерпа тивĕçтерсе вĕсен ĕçне çăмăллатнă.
Эпир калаçнă хушăра хăй вăхăтĕнче паспорт сĕтелĕн начальникĕ пулнă Николай Ефимович Стифонов килсе кĕчĕ, çамрăксем мĕнле ĕçленипе кăсăкланчĕ, сĕнÿсем пачĕ. Миграци службин территорири пункчĕн ертÿçи А.Бикинина 70 çулхи ветерана пысăк тимлĕх уйăрчĕ, унăн сывлăхĕпе пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлчĕ.
Кÿршĕллĕ Вăрмар районĕнчи миграци службин начальникĕ отпускра пулнăран унта та кайма тивет Анна Устимовнан. Хăйĕн тивĕçĕсене аван пурнăçлама тăрăшать вăл. Çав вăхăтра ывăлĕсен, Данилпа Максимăн кăмăл-туйăмĕсемпе те интересленме ĕлкĕрет. Çăмăл мар службăра вăй хуракан хĕрарăма, хăйĕн çулĕпе çирĕппĕн утать, ытти амăшĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Сăн ÿкерчĕкре: миграци службин районти пункчĕн начальникĕ А.Бикинина Н.Стифонов ветеранпа калаçать.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика