АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышĕ те, тухăçлăхĕ те ÿссе пытăр (Сельское хозяйство)

15 мая 2008 г.

Халăха апат-çимĕçпе тивĕçтерес ĕçре выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ, паха продуктсем пулса тăраççĕ. Вĕсене туса илекен хуçалăхсем те, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене тивĕçлĕ хакпа туяннă чухне, укçа-тенкĕрен сисĕмлĕ пулăшу кураççĕ. Анчах хаксен вылянăвĕ, тĕслĕхрен, сĕт хакĕ палăрмаллах ÿкни, ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене пăшăрхантармасăр тăма пултараймасть, вĕсене тăкаклă ĕçлесси патне илсе пырать. Кун пек чухне выльăхсен йышĕ малалла катăласси те инçе мар.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче халĕ 2882 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 1291 ĕне, тата 1599 пуç сысна усраççĕ. Иртнĕ çулхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне пулнипе танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 9 процент (300 пуç), çав шутра ĕнесем 90 пуç, сыснасем 59 процент (2320 пуç) чакса кайнă. Çаксене, паллах, лайăх теме çук. Хуçалăхсен фермăсене, выльăхсен йышне кирек епле условисенче те упраса хăварма тăрăшмалла, вĕсене пахалăх тĕлĕшĕнчен лайăхлатса пыма тимлемелле. Çăлпуçĕнчи пек пушă, йĕркеллĕ витесенче те çĕнĕрен выльăхсем усрама тытăнсан лайăх пулмалла. Вĕсене мĕншĕн пушă лартмалла-ха; Ферма тени продукци памалла.
Çамрăк выльăхсем кĕтÿ никĕсĕ пулса тăраççĕ. Анчах ял хуçалăх предприятийĕсенче кăçалхи тăватă уйăхра, иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан, вĕсене пăхса илессипе çителĕксĕртерех ĕçленĕ. Чăн та, çулталăк тăршшĕнче хуçалăхсен çак çитменлĕхе пĕтерсе пыма майсем çук мар.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче сĕт 8 процент таран чакса кайнă, 2007 çулхи 4 уйăхра ăна пĕтĕмпе 1413,4 тонна туса илнĕ пулсан, кăçал – 1295 тонна. Сĕт уйрăмах “Ишино”, “1-ое Мая” хуçалăхсенче нумай (40-37 процент) чакнă. “Буяновский”, Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче те ăна 18-19 процент сахалрах туса илнĕ. Ленин ячĕллĕ хуçалăхшăн асăннă 19 процент 45,1 тоннăпа танлашать. Тăрмăшсем ĕнесен йышне малтанхи пекех тĕрĕс-тĕкел упраса хăварма пултарнă, пăрусем пăхса илесси те лайăх, анчах сĕт продуктивлăхĕ пĕчĕкленнĕ.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 996 килограмм (пĕлтĕр 1018 килограмм пулнă) сĕт суса илнĕ. “Дружба” хуçалăхра вара ку кăтарту 1539 килогрампа танлашать.
Халĕ ĕнесем кĕтÿре çÿреççĕ. Çăва тухнăранпа сăвăм хушăннă. Ку вăхăтра районти ял хуçалăх предприятийĕсем кашни ĕнерен куллен вăтамран 10-шар килограмм ытла сĕт суса илеççĕ. Ешĕл курăк хальлĕхе çителĕксĕр тата симĕс конвейер та тин йĕркеленет пулсан та, хуçалăхсен выльăхсен тухăçлăхне малалла ÿстерсе пымашкăн çуллахи майсемпе туллин усă курни кирлĕ.
Аш туса илессине те малалла ÿстерсе пырсан лайăх. 4 уйăхра ăна ял хуçалăх предприятийĕсем пĕтĕмпе 171,2 (пĕлтĕр 165,4) тонна туса илнĕ. Аш хисепĕ 3,5 процент хушăннă. Çав вăхăтрах тăватă хуçалăхра аш туса илесси çавах та умĕнхи çулхинчен чакнă. Ку шута аш-какай çуллен чылай туса илекен “Красная Чувашия” ЯХПК та кĕрет.
.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика