АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çум курăк – сăтăрçă, унран пул сыхă (Сельское хозяйство)

13 мая 2008 г.

Ку вăхăт тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи тĕш тырă культурисене акса пĕтернĕ ĕнтĕ. Маларах акнă уйсенче вара калчисем шăтса та тухнă. Анчах вĕсемпе пĕрлех çум курăксем те тĕлĕрмеççĕ, вĕсем те ăмăртмалла тенĕ пек пуçĕсене çĕклеççĕ. Çум курăксем çуртри калчисем çинче çеç мар, кĕр калчисен уйĕсенче те курăнаççĕ. Вĕсене вăхăтра гербицидсем сапса пĕтермесен, пĕр эрнерех 20-30 сантиметр тăршшĕ е унтан та ытларах ÿссе кайма пултараççĕ. Кайран вĕсене пĕтерме те йывăртарах, икĕ хут сапма тивет тепĕр чухне, çавна май тăкаксем те пысăкланаççĕ.
Паллах, çум курăксене гербицидпа вăхăтра сапмалли сроксем пур. Ку вăл культурăллă ÿсентăран 2-3 çулçăллă пулнинчен пуçласа тĕмĕленме (кущени) чарăниччен. Ку вăхăтра калчари ферментсем активлă, çавна пула калчасем гербицидсене лайăх чăтса ирттереççĕ. Çакна шута илсе, çум курăксене калчасем тĕмĕленнĕ тапхăрта сапни вырăнлă.
Çум курăксемпе кĕрешессине нихăçан та юлашки вăхăта хăварса пыма кирлĕ мар. Вĕсем, куллен-кун вăй илсе пырса, пулас тухăçа чакараççĕ. Тата, ырана хăварса пырсан, çак ĕç юлсах кайма та пултарать. Çавăнпа калаççĕ те ĕнтĕ халăхра “кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ” тесе.
Гербицид сапнă хыççăн вăл тин шăтакан çум курăксене уйăха яхăн çунтарса тăрать е ытларах та.
Çавăнпа мĕн чул иртерех сапатпăр çум курăксене, çавăн чухлĕ усăллăрах пулать.
Районти хуçалăхсем çум курăксемпе кĕрешме гербицидсем çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. Çавăнпа ку ĕçе вăхăтра туса ирттересчĕ, калчасене вăхăтра хÿтĕлесчĕ. Имçамсемпе усă курнă чухне, паллах, хăрушсăрлăх техникин правилисене пăхăнса ĕçлемелле. Имçамсем сапнă уйсене палăртмалла, çакăн çинчен халăха пĕлтерсе тăмалла.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика