13 мая 2008 г.
Пĕлтĕр çĕнĕ автомобиль çулĕсем тăвассипе те, муниципаллă çулсене пăхса тăрассипе те чылай ÿсĕмлĕ ĕçленĕ районти “Дорстрой” общество. “2008 çулта та ĕçсен калăпăшне ÿстерсе пыма палăртатпăр,” – тенĕччĕ икĕ-виçĕ уйăх каяллахи калаçура асăннă обществăн ĕç тăвакан директорĕ В.В.Васильев. Паллах, ĕçсен пахалăхĕшĕн те тăрăшĕç.
Хальхи вăхăтра çулсем çинчи объектсенче ĕçсем вăй илсех пыраççĕ. Вĕсем, иртнĕ çулсенчи пекех, район территорийĕнче те, унăн тулашĕнче те пур. Асăннă объектсенчен пĕри – “Аниш – Октябрь выçăлкки” автоçул. Кунта 2,63 километр тăршшĕ асфальтлă çул хывмалла. Асăннă çул çинче апрельтенпех ĕçлеççĕ. Хăйăр та, вак чул та çителĕклĕ турттарса хунă, пăрăхсем те кÿрсе килнĕ. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче пăрăхсене шăпах шыв юхса тухмалли вырăнсене вырнаçтаратчĕç, унсăр пуçне çĕр ĕçĕсем пыратчĕç.
Республика шутĕнчен тăвакан Октябрь выçăлкки çулне тата унпа пĕрлех Энĕшпуçне хывакан автоçула та Республика кунĕ тĕлне хута яма тăрăшаççĕ “Дорстрой” ООО ĕçченĕсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"