АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коровинсем слета хутшăннă (Общество)

13 мая 2008 г.

Ĕç династийĕсен республикăри улттăмĕш слетне пирĕн районтан Мучарти Коровинсем хутшăннă. 10 çынран тăракан династин ял хуçалăхĕнчи ĕç стажĕ 267 çулпа танлашать.
Çемье пуçĕ, Иван Павлович, “Можарский” хуçалăхра 48 çул трактористра тăрăшнă. Хăйĕн ĕçне чунпа парăнса туса пынăран ĕç кăтартăвĕсемпе те яланах малтисен шутĕнче пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ “Хисеп Палли” ордена, “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ” ята тивĕçнĕ. Çĕр ĕçченне темиçе хутчен “Ăмăрту çĕнтерÿçи” ятпа чысланă.
Мăшăрĕ Александра Савельевна – тăван хуçалăхра вăй хурса пенсие тухнă ялти харсăр хĕрарăмсенчен пĕри.
Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 35 çул унăн. Коровинсем икĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. “Улми йывăççинчен аякка ÿкмест”, – тенĕ евĕр, вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те сумлă çынсем. Владимирпа Иван ывăлĕсем те, ашшĕ пекех тракторист профессине суйласа илнĕ. В.Коровин 30 çул “хурçă ута” тухăçлă ĕçлеттерет. “Владимир Иванович пек ĕçченсем çинче тытăнса тăрать пирĕн хуçалăх”, – теççĕ ертÿçĕсем унăн ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртса.
Тепĕр ывăлĕ Иван Мучар хуçалăхĕнче 23 çул механизаторта тăрăшнă.
Коровинсен ачисене тăван тăрăха, çĕр ĕçне, яла юратни пĕрлештерет. Хĕрĕ Зоя та ялта тымар янă, “Можарский” ЯХПКан кассир-бухгалтерĕ вăл. Надежда та шут ĕçне кăмăлланă. 11 çул хуçалăхра бухгалтерта ĕçленĕ, халĕ – ял тăрăхĕнче çар учечĕ енĕпе ĕçлекен специалист.
Коровинсем – виçĕ Иван – ашшĕ, ывăлĕ, мăнукĕ хутшăнчĕç слета. Тăрăшса ĕç-ленĕшĕн, ĕç йăли-йĕркисене упраса тата аталантарса пурăннăшăн вĕсене хаклă парнепе, чечексемпе чысланă.
–Мучарти чи сумлă та хастар, пултаруллă çемье, вĕсенчен вĕренмелли, тĕслĕх илмелли нумай, – терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Павловна Шакшина.
Çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçусем, çемье ăшши, телей сунатпăр Мучарти Коровинсене.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика