АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иван Яковлев кунĕсем (Образование, общество)

08 мая 2008 г.

Чăваш халăхне çутта кăлараканăмăр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул тултарнине республикăра та, тулай чăвашсем те иртнĕ уйăхра анлăн паллă турĕç. Вăл çуралнă ялта Кăнна Кушкинче "Тутар Республики", Ульянов-скра, Шупашкарта тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Шупашкара Атăлçи тă-рăхĕнчи регионсен наукăпа практика конференцийĕ пулчĕ. Унта пирĕн шкултан директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Г.Степанова та тухса калаçнă. Ку ăнсăртран мар. Мĕншĕн тесен Енĕш Нăрваш шкулĕ И.Я.Яковлев ячĕпе тачă çыхăннă. Тĕрлĕ ыйтусемпе 12 хутчен килсе кайнă пирĕн яла Иван Яковлевич. Пирвайхи хут 1879 çулта пулнă, юлашки хут – 1903 çулта.
Тăвайран Шупашкара кайнă делегаци йышĕнче пирĕн шкултан чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен З.Шутова та пулнă. Вăл шкул валли Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă чылай çĕнĕ кĕнеке илсе килчĕ. Зинаида Петровнапа Галина Федоровна шкулти конференцире ачасене хăйсем Шупашкара кайса килнипе, унта тухса калаçнисен тĕп шухăшĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă.
Яковлев кунĕсенче ялти халăх музейĕнче те куракансем йышлăн пулчĕç. Çав шутра хамăр шкулти тĕрлĕ классенче вĕренекенсем кăна мар, Тăрмăш, Тĕмер, Пуянкасси шкулĕсенчен пынисем те, хĕрарăмсен районти канашĕн членĕсем те, Шупашкарти 5-мĕш гимназире вĕренекенсем те, Çĕрпÿри тех-никум преподавателĕсем, Канашри педколледжра тата хулари 9-мĕш шкул-та вĕренекенсем. Музей хăнисене пурне те И.Я.Яковлев кун-çулĕпе, унăн ĕçĕсемпе паллаштарнă. Кунти музейре Яковлев класне йĕркеленĕ, унпа çыхăннă экспонатсем "пысăк юман сĕтел, класри доска, кĕнеке шкапĕ, этажерка, кресло – вĕсене çутта кăлараканăмăр хăй пирĕн шкула парне-ленĕ пулнă" çав саманан сывлăшне уçса пама пулăшаççĕ. Кунтах Яков-лев пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ картинăсем упранаççĕ. Акă хамăр ентеш, Чă-ваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Павел Меркурьев ÿкернĕ картинăсем Иван Яковлевич Нăрваша килнĕ самантсене сăнласа параççĕ. Куракансем вĕсен умĕнче тăтăш вăрахчен тытăнса тăраççĕ. Кунтах Ю.Ксенофонтовпа хамăр ентеш А.Майраслов скульпторсен интереслĕ ĕçĕсем. Курмалли, хак памалли сахал мар халăх музейĕнче. Экспонатсем пире çав вăхăтри çулсене аса илтереççĕ.
Юлашкинчен манăн çакна та палăртас килет. Аслă вĕрентекенĕмĕр, пат-риархăмăр ячĕпе çывăх çыхăннă музей директорне районтан Шупашкара кайнă делегаци йышне кĕртмеллех пулнă. Ку вăл музейĕшĕн те, районшăн та усăллă кăна пулатчĕ.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика