08 мая 2008 г.
"Тăвайри кооператив" потребобщество районти "Ял ĕçченĕ" хаçатпа тачă çыхăну тытать. Пирĕн хушăри туслăх харпăр хăйĕн ĕçне аван витĕм кÿрет. Кооператорсене тавар туянакансене туллин тивĕçтерме, суту-илÿ çурчĕсенчи, обществăлла апатлану предпри-ятийĕсенчи çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме пулăшать вырăнти пи-чет кăларăмĕ. Хаçатçăсем суту-илÿ темине уйăхсерен çутатсах тăни асăннă отрасльте мĕнле улшăнусем пулни, тĕрлĕ çĕнĕ тавар пирки вулакансене вăхăтра информаци илме май парать. Иртнĕ çул вĕсем ку енĕпе республикăри конкурсра виççĕмĕш вырăна тухрĕç.
Кăçал та журналистсемпе пĕрле ĕçлĕпĕр. Çавна май ялсенче пу-рăнакансене районти кооператорсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки "Ял ĕçченĕ" хаçата çырса пĕлтерме сĕнетпĕр. Эпир сирĕн ыйтăвăрсене тивĕçтерме яланах хавас.
Источник: "Ял ĕçченĕ"