АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайсем пур ушкăнра та вăйлăрах (Спорт)

29 апреля 2008 г.

 
Шкул ачисем хушшинче футболла выляса "Сăран мечĕк" клуб парнине çĕнсе илессишĕн пынă районти ăмăртусем вĕçленчĕç. Зонăсенчен финала Тăвай, Тĕмер, Тушкил, Енĕш Нăрваш, Тăрмăш шкулĕсен командисем тухрĕç. Тăвайсем 3 ушкăнĕнче те çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Аслă ушкăнра вĕсем тушкилсемпе тĕмерсене 3:0, нăрвашсене 6:1 шутсемпе парăнтарнă (команда тренерĕ М.Алексеев). Тĕмерсем туш-килсемпе 2:2 шутпа вылянă хыççăн 2-мĕш, тушкилсем 3-мĕш вырăнсем йышăннă.
Вăтаммисен ушкăнĕнче 2-мĕш вырăна Нăрваш шкулĕ тухрĕ. Нăрвашсем нумай вăхăт малтисен йышĕнче курăнманччĕ-ха, анчах юлашки вăхăтра волейболра кăна мар, футболра та палăрма пуçларĕç (аслă ушкăнра финалта 4-мĕш пулчĕç).
Тĕмерсем футбола юратаççĕ, ăна традици теме те пулать. Ахальтен мар вĕсем 3 ушкăнра та малтисен йышне кĕнĕ (вăтам ушкăнра 3-мĕш, кĕçĕннинче – 2-мĕш вырăнсем). Кĕçĕннисен ушкăнĕнче вĕсем тăвайсене 1:2 шутпа выляса янă хыççăн çав шутпах тăрмăшсене парăнтарма пултарчĕç.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика