АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр, çул çинче – ача (Общество)

29 апреля 2008 г.

Урамсенче куçăм вăйĕ ÿснĕ май, сыхлăх пирки те манмалла мар. Хăшпĕр водительсем çул çÿремелли йĕркесене пăхă-насшăн мар, урамсенче хăвăртлăха ытлашши ÿстереççĕ. Çавна май çуран çÿрекенсен, урамра вылякан ачасен пур-нăçне хăрушлăха кĕртеççĕ. Çурхи кунсем çитсен ăшă та хĕвеллĕ çанталăкра ачасем урамра выляма юратаççĕ: мечĕкле, пĕр-пĕрне тытмалла е велосипедпа ярăнаççĕ. Ача-пăча сыхлăх пирки шухăшлама пĕлмест, вăл умри транспорт хатĕрне кăна асăрхама хăнăхнă. Тепĕр чух ачасем умри транспорт хатĕрĕ çывăх чухне те çул урлă чупса каçаççĕ. Хă-вăртлăхпа пыракан машина тăрук чарăнма пултараймасса аса та илмеççĕ шăпăрлансем. Çавăнпа та ачасенче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă хăшпĕр ăнланусене рефлекс шучĕпе çирĕплетмелле.
Сăмахран, урам урлă каçас пулсан автобус хыçĕпе ир-тмелле (умĕпе мар).
Каçма хатĕрленнĕ чух çул хĕрринех, автобус кĕтнĕ чух ос-тановка хĕрринех тухса ан тăрăр.
Светофор хĕрлĕ çутă парать пулсан, çывăхра транспорт хатĕрĕ курăнмасан та, çул урлă ан каçăр.
Çул çине нихăçан та чупса ан тухăр.
Умри чăрмав хыçĕпе çул çине тухма хăрушă. Сире хирĕç килекен водитель те, эсир хăвăр та пĕр-пĕрне асăрхаса ĕлкĕреймесен те пултаратăр.
Çывăхри транспорт хатĕрĕ хыçĕнчен пысăк хăвăртлăхпа пыракан транспорт хатĕрĕ сиксе тухма пултарать, çавăнпа та транспорт хатĕрне ирттерсе ярăр е чарăннă транспорт хатĕрĕ хыçĕпе иртĕр.
Тротуарпа кăна утăр. Енчен те тротуар çук пулсан ун пек чух, килекен автотранспорта хирĕç утаççĕ.
Çул урлă каçас пулсан, пирвай сулахаялла, çул варрине çитсен, сылтăмалла пăхмалла.
Ачасен çул урлă çитĕннисемпе пĕрле каçма тăрăшмалла.
Çул-йĕр инкекĕ нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕнче те сиксе тухма пултарать. Çавăнпа та ачана пирвай картишпе, унта мĕнле хăрушлăх пулма пултарассипе, хăш тĕлте выляма юранипе тата юраманнипе паллаштармалла. Ачасене хăйсем çине мотоциклистсемпе велосипедистсем, лавсем те пырса кĕме пултарасси пирки аса илтермелле.
Çул-йĕр инкекĕ тÿсекен çынна пăрахса хăварма юрамасть, ăна пулăшу памалла. Хăшпĕр водительсем çул-йĕр инкекĕ ту-сан, тарса пытанма тăрăшаççĕ. Ку вĕсене явап тыттарассине вăйлатать кăна. Ĕç инкекпе вĕçленсен, ун пек водительсене уголовнăй йĕркепе айăплама пултараççĕ, транспорт хатĕрĕпе çÿремелли правана туртса илеççĕ.
Çул-йĕр инкекĕ пирки ГИБДД уйрăмне е çул-йĕр инспектор-не пĕлтермелле. Вĕсем килсе çитмесĕр транспорт хатĕрне вырăнтан хускатмалла мар.
Водительсене те, çуран çÿрекенсене те çулсем çинче тимлĕ пулма ыйтатпăр.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика