АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сых ятне тунă килĕшÿ... (Правопорядок)

29 апреля 2008 г.

Пирĕнтен кашниех кулленхи пурнăçра мĕнрен те пулин шикленет (сывлăха, ĕçлес пултарулăха, пурлăха çухатасран тата ыттирен). Ахальтен мар граждансем валли страхлакан системăсем туса хунă (медицина страхованийĕ, пурлăха, çурт-йĕре, выльăх-чĕрлĕхе страхласси т.ыт.те). Вĕсенчен хăшпĕрисене обязательнăй йĕркепе, теприсене ирĕклĕ майпа тăваççĕ. Юлашки мелĕпе пурне те страх-лама пулать темелле. Чи кирли – страхлакан компанипе килĕшÿ тă-васси, унта взнос хывасси. Страхланакан компание граждансем ăн-ланупа пыраççĕ, хăйсемпе е пурлăхĕпе ăнсăртран инкек-синкек сик-се тухас пулсан, страховщик вĕсене палăртнă суммăна тÿлессе ша-наççĕ.
Тăвайĕнче пурăнакан А. гражданка та çаплах шутланă. Иртнĕ çулхи мартра вăл "Росгосстрах-Поволжье" тулли мар яваплăхлă общест-вăпа хăйĕн çурт-йĕрне тата килти пурлăхне пĕр çулталăклăха страхлас пирки килĕшÿ тунă. Сых ятне çакнашкал килĕшĕве вăл çулленех туса пынă-ха. Инкек куçа курăнса килмест, теççĕ вĕт. Пĕр шутламан çĕртен А.гражданкăн та страхланă çурт-йĕр, пĕтĕм пур-лăхĕ вут-кăвар инкекĕнче çунса кĕлленет. Çÿлерех асăннă компани-рен страхланă суммăна тÿлеме ыйтать А. Пушара пула инкек курнă çемьене çуннă пурлăхшăн 100 пин тенкĕ тÿлеççĕ, анчах çурт-йĕршĕн 205 пин тенкĕ тÿлеме килĕшмеççĕ. Çакна вут-кăварпа сиен-леннĕ çурт А. гражданкăн мар, унăн мăшăрĕн пулнипе ăнлантарма пăхаççĕ. Çавăнпа та çурт-йĕре страхлас тĕлĕшпе тунă килĕшÿ вăй-ра тăмасть имĕш. А. çак шухăшпа килĕшмест, вăл тĕрĕслĕх шыраса район судне çитет, страховани компанийĕ шутĕнчен вут-кăвар ин-кекĕнче çурт-йĕр çунса кайнипе пулнă тăкака саплаштарас тĕллевпе тивĕçлĕ суммăна шыраса илме тавăç заявленийĕ тăратать.
"Росгосстрах-Поволжье" общество представителĕ суд ларăвĕнче çав тавăçа йышăнмарĕ, страховани килĕшĕвĕ тунă тавăç тăратака-нăн страхланă пурлăха упрама хăйĕн те интерес пулман тесе ăн-лантарма хăтланчĕ. А. çав шухăшпа килĕшмерĕ, мăшăрĕнчен уй-рăлнă пулин те, вăл унпа пĕр çуртрах пурăннă, çунса кайнă çурт вĕсен пĕрлехи пурлăхĕ пулнă тесе çирĕплетрĕ. Уйрăлнă çынсем пурлăха пайламан, ачисене пĕрле ÿстернĕ, пĕрлехи хуçалăх тата укçа-тенкĕне пĕрле тытнă. Çавăнпа та суд А. гражданкăн пĕрле ĕçлесе тунă пурлăха упрама тÿрремĕнех интерес пулнă текен пĕтĕмлетÿ турĕ, страховщикрен тавăç тăратакана килĕшÿ усло-вийĕнче кăтартнă суммăна шыраса илсе пама йышăну турĕ.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика