25 апреля 2008 г.
Мучарта çак кунсенче çине-çинех субботниксем йĕркелерĕç. Акă çак ытларире те шкул ачисемпе ашшĕ-амăшĕ ял масарĕсене (кивĕ тĕне тытакансен тата православи тĕнĕн) йĕркене кĕртме хутшăнчĕç. 5-мĕш класра вĕренекен ывăлăм ыйтнипе эпĕ те ăна пулăшма хутшăнтăм. Эпир староверсен масар çинчи хыт-хурана, типсе кайнă курăксене, иртнĕ çимĕкрен юлнă çÿп-çапа тасатрăмăр. Хăшĕ-пĕри хăйсен тăванĕсен вил тăпри тĕмескисене йĕркене кĕртрĕ. 15–20 çынран кая мар тухнăччĕ кивĕ тĕне тытакансене пытаракан масар çине. Пирĕнпе пĕрлех Г.Полячихина библиотекарь, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă З.Бахмутова, Автинсен икĕ кинтешĕ – иккĕшĕ те Валя ятлăскерсем, ман упăшкан йăмăкĕ Альбина Шакшина тата ыттисем те ĕçлерĕç. Эпир Валентина Борисовна Автинапа масар хапхинчен пырса кĕрекен вырăна та йĕркене кĕртрĕмĕр.
Ял хушшине, урамсене тирпей-илем кĕртес ĕçсене те хутшăнма тăрăшатпăр хамăн кÿршĕмпе Татьяна Шибаловапа. Тасалăхпа йĕркелĕх, илем – хамăршăн, таса çĕрте чуна та ырă.
.
РЕДАКЦИРЕН: Тавралăха тирпей-илем кÿресси, çурхи ĕççи пекех, чи çивĕч ыйтусенчен пĕри, пирĕн культурăн уйрăлми пайĕ. Ăçта ку енĕпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе старостăсен пуçару çук, унта тавралăха тирпей-илем кÿрес, йывăçсем лартса симĕслетес ыйтусем манăçа юлаççĕ. Хăшпĕр çĕрте çынсем кил умĕсене тасатаççĕ, анчах ĕçе вĕçне çитермеççĕ, çÿп-çапа урамри шырлансене тăкаççĕ е купара хăвараççĕ. Çил вара ăна тепĕр хут салатать, тунă ĕçе харама ярать.
Мучарсен тĕслĕхĕпе ытти ял тăрăхĕсенче те анлăн усă курмалла. Тирпей-илем кÿрес ĕç кулленхи пурнăç ыйтни пулса тăтăр. Çак ыйтăва çуркунне кăна мар, çулталăк тăршшĕпех тимлемелле, уйăхра пĕр хутчен санитари кунĕ ирттермелле.
Источник: "Ял ĕçченĕ"