АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУЛТАЛĂКЛĂХ ÇУРХИ ĔÇРЕ (Сельское хозяйство)

25 апреля 2008 г.

ÇУЛТАЛĂКЛĂХ ÇУРХИ ĔÇРЕ (Сельское хозяйство)

Çураки – канăçсăр вăхăт. Çакна ăнланмалла та: хальхи чи лайăх вăхăтра акса ĕлкĕрнинчен ыранхи пурнăç тулăхĕ, тырă-пулă ăнса пуласси нумай килет. Çавăнпа ĕлĕкех "ака уйăхĕнчи ыйхă – авăн уйăхĕнчи хуйхă", тенĕ. Çитрĕ пулсан çураки – ан çывăр, çанă тавăр та ĕçле, ака ту.

Ытларикун темиçе хуçалăх уйне çитсе, çакна куртăмăр: çĕр ĕçлекенсем тăрăшаççĕ. Пирĕнпе пĕрле район пуçлăхĕн çумĕ Г.Я. Гаврилов тата экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕ управленийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке пулчĕç. Вĕсем кашни хуçалăхрах çĕр хатĕрлекенсене, тырă акакансене сăмахпа та пулин хавхалантарма тăрăшрĕç.

Малтанах "Луч" ял хуçалăх кооперативĕн уйне тухрăмăр. Асăннă хуçалăхра 143 гектарне кĕр тыррисем йышăнаççĕ. В.В.Филиппов председатель каланă тăрăх, тепĕр 300 гектартан кая мар çуртрисем акасшăн. Эпир пулнă кун Тенеяльне каякан çулăн сылтăм енчи уйра ĕç пыратчĕ. Г.М.Егоров механизатор виçĕ сеялкăллă агрегатпа урпа акатчĕ. Вăрлăхне агрегат патне В.И.Колотушкин МТЗ-82 тракторпа турттарса тăрать. Халиччен акма та хутшăнаканччĕ-ха Виталий Иванович, кал-кал акаканччĕ, кăçал акă вăрлăхпа тивĕçтерет. Ĕçĕ ку та пархатарлă. Лавпа турттарса тăраймастăн-çке тырра уя.

Культиваци туса çĕр кăпкалатакан агрегатсем те пурччĕ уйра. Кĕркунне сухаласа хăварни çукпа пĕрех пулнăран, халĕ йывăр культиваторсемпе кăпкалатса хатĕрлеме тивет. Икĕ сменăпах ĕçлеççĕ, терĕç. Енĕшнăрвашран та килнĕ механизаторсем.

Машина-трактор паркĕ умĕнче А.В.Борисов механизатор хăйĕн "хурçă утне" сÿтетчĕ. "Культиваци тунă çĕртен ванса кĕтĕм", – терĕ вăл. Александр Борисович малтан 298 гектар люцерна пуссине тата 40 гектар çĕртме сухине сÿрелесе нÿрĕк хупланине каларĕ. Халĕ те май килнĕ таран хăвăртрах пăхса ярса уя тухасшăн. "Ака вăхăтĕнче вăйăн-шайăн пулма юрамасть",– тет.

Тенеяльне, "Новый путь" хуçалăха çитрĕмĕр унтан. Кĕтне енчи "çамкана" тракторсем талпăнса-хĕрсе культиваци тăваççĕ. Виççĕмĕш "хурçă ут" та хутшăнчĕ вĕсен ушкăнне эпир унта пулнă вăхăтра. Сарлака лапăсемлĕ культиваторпа тухрĕ вăл. "Сухаламан анана лайăхрах кăпкалатма пулăшĕ вăл", – сăмах хушрĕ Ю.Д.Александров ертÿçĕ. Çапла вара пĕр пусăра Сергей Сергеев, Андрей Гурьев, Владимир Ермолаев агрегачĕсем çĕре кăпкалатса йĕркелеме вăй хучĕç. Кăштах леререхри 23 гектарлă уйра Валерий Андреев 5,4 метр сарлакăш сеялкăпа фуражлăх тырă хутăшĕ акрĕ. Ун хыççăн урпа акма палăртнă. Пĕтĕмпе 251 гектар çурхи тĕш тырă культурисем акма пăхнă. Кĕр тыррисем – 32 гектар çинче. Ку вăл – пĕтĕмпех тритикале сорт. Тухăçлă сорт. Вăл тырăлăх çапса илме те, сенажлăх та юрăхлă пулнине каларĕ Юрий Демьянович. Спирт завочĕсем те лайăх хакпах йышăнаççĕ ăна, терĕ. Çаксене пĕтĕмпе шута илсе тенеяльсем ăна 100 гектара çитерме планлаççĕ.

Иртнĕ çулхи пекех, улăхра хĕрлĕ чĕкĕнтĕре вырăн парĕç. 24 гектар. Пĕлтĕр çак культура хуçалăха 1 миллион тенкĕне яхăн тупăш кÿнĕ.

Тăрăшсан, ÿсĕнет ĕнтĕ. Рынока хăçан мĕн кирлине те пĕлсе ĕçлесен, пушшех те. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕре вара паян та килсе ыйтаççĕ, пĕлтерчĕ Ю.Д.Александров.

Тÿртенех Тушкил çĕрĕ çине çитсе ÿкрĕмĕр. "Новый путь" ЯХПК çĕрĕпе чикĕленнĕ çĕртех "Шимкусский" хуçалăх ĕçченĕсем çурхи тулă акаççĕ. Агрегат пуçĕнче – районта ака чемпионĕ пулнă Владимир Ильич Алексеев. Кĕçех тепĕр Алексеев та, Юрий Алексеевич, кооператив ертÿçи, пырса çитрĕ. Вăл апрелĕн 22-мĕшĕ тĕлнех пурĕ 500 гектар ытла тырă акни çинчен хыпарларĕ. Урпа хăех 380 гектар йышăннă. Эпир пынă чухне акакан участок 96 гектарлă иккен. Паллашрăмăр: В.Алексеев механизаторпа пĕрле сеяльщикре Валентин Емельянов, Владимир Ахилле, Юрий Петров вăй хураççĕ. В.Николаев МТЗ-82 тракторпа удобрени, Николай Ефимов водитель ГАЗ-53 машинăпа вăрлăх илсе тухнă. Виталий Николаевич грузчиксем кам-кам пулнине те каларĕ. Вĕсем – Валерий Александров, Артем Владимиров тата Николай Степанов. "Çĕр лайăх кăçал, ĕçлес килсе тăрать", – терĕç акаçăсем.

Акакан агрегатран ытлашши инçетрех те мар акнă пусса катоклакан агрегата асăрхарăмăр. Вăл Николай Константинов механизатор агрегачĕ иккен. Катоклани çĕре хăвăрт типсе каясран сыхлать, калчана тикĕс шăтма май парать. Ю.Алексеев шÿтлерĕ, çĕре таптататпăр, терĕ.

Паллах, Тушкил уйĕсенче çĕр кăпкалатакан агрегатсем те пур. Çĕре БДМ дискаторсемпе чылай аванрах кăпкалатса хатĕрленине те асăрхарăмăр. Анчах, Ю.Алексеев ертÿçĕ каланă тăрăх, хуçалăхра механизаторсен кадрĕсем çитмеççĕ. Çав сăлтавпах Т–150 тракторсем, БДТ–7 дисклă йывăр сÿре, çĕр хатĕрлекен-акакан Обь–4 машина хальлĕхе уя тухайман. Вĕсем, паллах, хушма вăй пулнă пулĕччĕç.

Тушкилсем çавах та тухăçшăн тăрăшмаççĕ мар. Кĕр тыррисем кăна хуçалăх уй-хирĕнче 529 гектар йышăнни те вăхăтра, пахалăхлă акма вăй хуни те çакăн çинченех калаççĕ.

Эпир ана çинчен кайса ĕлкĕреймерĕмĕр, уя кăнтăрлахи апат илсе тухрĕç. Поварĕ Любовь Серафимова пулчĕ. Унччен Дон–1500 комбайнпа ĕçленĕ Вячеслав Серафимов комбайнерăн арăмĕ. Иккĕмĕш поварĕ – Галина Витальевна Захарова. Вĕсем уй-хир ĕçченĕсене тутлă апат пĕçерсе çитерме тăрăшнине каларĕ хуçалăх ертÿçи. Шел, çăкăрĕ пулмарĕ апат тĕлне. Çавăнпа Тенеяль магазинне çăкăр илме машина ячĕç. "Çăкăр туса илекенĕн умĕнче çăкăр тени яланах пулмалла", – пĕтĕмлетрĕ Ю.Алексеев.

Çавăншăн, тухăçлă тыр-пулшăн вăй хурать те çуракинче ял ĕçченĕ канăçа пĕлмесĕр, çанталăк условийĕсене тата пурнăç йывăрлăхĕсене парăнмасăр.

Сăн ÿкерчĕксенче: виçĕ сеялкăллă агрегат тырă акнă вăхăтра; А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика