АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Моряк тăван шкулта (Образование)

25 апреля 2008 г.

Пысăк савăнăçпа тулчĕ çак кунсенче Йăнтăрчăри Шаймановсен килĕ. Çар службинчен яла вĕсен ывăлĕ Андрей отпуска таврăнчĕ. Борис Гурьевичпа Ирина Анатольевна пилĕк ача пăхса çитĕнтереççĕ.
Андрей ялти шкулти виççĕмĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Ачасемшĕн старшина чăн-чăн паттăр пек туйăнчĕ. Вăл Лăпкă океан Тинĕс флочĕн "Пересвет" карапĕ çинче службăра тăрать. Каччă хăйĕн хĕсмет вăхăчĕ мĕнле иртни, салтака юрăхлă пулас тесен çирĕп сывлăхлă, спортпа туслă пулмалли çинчен каларĕ, лайăх вĕренме сунчĕ. Вĕренекенсем моряк çинчен куç илмерĕç, нумай ыйтса пĕлчĕç. Арçын ачасем вара моряк-десантник пулма ĕмĕтленчĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика