АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех – çынсен пурнăçне лайăхлатассиш

25 апреля 2008 г.

Пĕтĕмпех – çынсен пурнăçне лайăхлатассиш

Районшăн, унăн экономикипе социаллă аталанăвĕшĕн, унта пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăç условийĕсемшĕн яваплă пуласси пĕртте çăмăл ĕç мар. Николай Ильич ИВАНОВ района ертсе пыма тытăннăранпа вара кăçалхи апрельте шăпах икĕ çул çурă çитрĕ. Çавăнпа пирĕн интервью та, унпа тĕл пулсан, хăй тĕллĕн тенĕ пекех, çав ыйтусенчен пуçланчĕ.

Корр.: Николай Ильич, асăннă тапхăрта – халăх сире суйлавра район пуçлăхĕ пулма шаннă хыççăнхи икĕ çул çурăра – хăвăрăн суйлав программинче кăтартнă мĕнле тĕллевсене, ĕçсене, проектсене пурнăçа кĕртме тÿр килчĕ.

Н.Иванов: Пĕрремĕш тĕрĕслев маншăн Тăвайри вăтам шкул çуртне туса çитерсе вăхăтра хута яни пулчĕ. 2005 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнчи суйлав умĕнех кунта укçа-тенкĕ çитменнине пула йывăр лару-тăру пулса тăнăччĕ, тÿлейменнине кура строительсем пăрахса пĕте пуçланăччĕ. Васкавлă мерăсем йышăнма, укçа-тенкĕ тупма, строительсене упраса хăварма, шкула 2005 çултах хута яма май килчĕ. Çак Çĕнĕ çул умĕнхи савăнăçлă лару-тăрăва – шкул çуртне уçма Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров тата виçĕ министр килсе чыс турĕç.

Усă курмасăр пушă выртакан çĕрсен хисепĕ районта 50 процента яхăнах çитнĕччĕ тесен те юрать. Эпĕ хамăн суйлав программинче çав çĕрсемпе усă курассине, вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессине пысăк тимлĕхе хутăм. Тĕллевлĕ ĕçлесе пырса, çавăн хыççăн çуллен вăтамран 1,5–2 пин гектар çĕре çĕнĕрен акса тума пуçларăмăр. Сухаламалли çĕр 25,5 пин гектар шутланать пулсан, кăçалхи çул тĕлне тепĕр 5055 гектар юлнă ĕçе кĕртсе çитерменни. Анчах унта та пиçен-мăян нумайччен хуçаланаймĕ. Кăçалах районта тепĕр 2500 гектара пусă çаврăнăшне кĕртме палăртса хунă. Çак шутран пĕр пайне халĕ, çуркунне, ĕçлесе хатĕрлесе акатпăр. Пысăк пайне вара кĕрхи тĕш тырă культурисем валли кăпкалатса хатĕрлĕпĕр. 2009 çулта вара усăсăр выртакан юлашки 2555 гектар çĕре "тăна" кĕртсе çитермелле, акса тума тытăнмалла.

Территори çĕр йĕркелĕвĕпе те нумай ĕçлерĕмĕр юлашки икĕ çул çурăра. Мĕнпур çĕр лаптăкне кадастр палатинче регистрациленĕ. Питĕ пысăк ĕç тесе хакласшăн эпĕ çакна. Çĕр пайĕсене йĕркелесе çитерессипе чылай вăхăт тĕллевлĕ ĕçлерĕмĕр. Вĕсене тĕплĕ шута илсе, кадастрпа регистраци палатисем витĕр кăларса, çĕр пайĕсене усă курма айккинчен хапсăнакансене мар, район территорийĕнчи хуçалăхсенех договор шучĕпе тара памалли мерăсем йышăнатпăр. Малтан усă курман 3 пин гектара яхăн çĕре "Акконд–агро фирма" обществăна уйăрса памашкăн та тивĕçлĕ документсем хатĕрлетпĕр. Ку шута йышăнман çĕрсем, вилнисен тата администраци çĕрĕсем кĕреççĕ. Асăннă ыйтупа район администрацийĕ ĕçлет.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципаллă учрежденисен пурлăхĕпе çĕрне регистраци палати витĕр кăларса пĕтерме тĕллев лартнă.

Корр.: Çĕр хатĕрлесе акассине, усă курман çĕрсене ĕçе кĕртессине, пурне те вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлассине кивĕ техникăпа кăна ĕлкĕрме йывăр. Çавăнпа сирĕн суйлав программинче хăватлă, энергоресурссене перекетлеме май паракан ку чухнехи çĕнĕ техника туянма витĕм кÿресси те пурччĕ...

Н.Иванов: Ку тĕрĕс ĕнтĕ. Ку чухнехи технологисем, рынок ыйтăвĕсем кашни ĕç çинех çĕнĕлле пăхма, вăхăт ыйтнисене тивĕçтерсе пыма хушаççĕ. Туса илекен продукци те конкурентлăха тивĕçтермелле. Çавăнпа лайăх техника, çĕнĕ технологисем пурнăç ыйтни пулса тăраççĕ. Юлашки икĕ çул çурă хушшинче районĕпе пурĕ 100 миллион тенкĕлĕх ку чухнехи çĕнĕ техника туянтăмăр, çав шутран "Акконд-агро фирма" – хăй кăна 65 миллион тенкĕлĕх. Кăçалхи çураки валли 20 миллионлăх туянчĕ. Вăл шутра – 10 метр сарлакăш акакан комплекс, пысăк хăватлă икĕ трактор тата ытти те. Çĕнĕ техника, çĕнĕ машинăсем ял производствине çĕнетсе лайăхлатма, тухăçлă та пахалăхлă ĕçлеме майсем туса параççĕ. Вырма вăхăчĕ çитиччен тĕш тырă комбайнĕсем илес текенсем те пур.

Корр.: Çулсем тăвасси, культурăна, социаллă инфраструктурăна аталантарса пырасси – çаксем районта пурăнакансемшĕн пурте пĕлтерĕшлĕ. Кусем пирки мĕн каланă пулăттăр.

Н.Иванов: Юлашки вăхăтра кашни çулах районта çулсем тума тата вĕсене пăхса тăма район тата республика шайĕнчен 18,5 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнă, çав шутран 3,7 миллион тенки – çулсене пăхса тата тасатса тăма. Çакна кашниех асăрхать ĕнтĕ: районта асфальтлă паха çулсем çуллен хушăнса пыраççĕ. Тĕп çулсене, район тулашĕпе тата райцентр-па çыхăнтаракан çулсене кăна мар, ялсенчи урамсене те асфальт сарса лайăхлататпăр халĕ. "Дорстрой" общество нумай тăрăшать ку тĕлĕшпе. Пĕлтĕр акă Тăвай ялĕнчи асфальтлă çула та 1 метр сартăмăр. Айккипе тротуарсем хыврăмăр. Вăрманхĕрри, Тушкил, Улянкă ялĕсенчи урамсене те асфальт сарнă пĕлтĕр. Энĕшпуç çулне малалла тунă, Пуянкасси çулне юсаса такăрлатнă тата ытти те. Халĕ акă Тенеялĕнчен Октябрь выççăлккине асфальтлă çул хывнă çĕрте ĕç хĕрсе пырать, ытти çулсем çинче юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн 68-мĕш номерлĕ "Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсен сетьне туса вĕçлессине хăвăртлатасси çинчен" Указĕпе килĕшÿллĕн, икĕ çул хушшинче çул тума 206 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. ЧР Президенчĕ иртнĕ çулхи октябрь вĕçĕнче района килсен эпир ыйтнипе çул-йĕр строительстви валли бюджетран тепĕр 26 миллион тенкĕ хушма укçа уйăрса пама килĕшрĕ. Мĕншĕн тесен Нÿшкасси–Энĕшпуç тата Октябрь выççăлкки çулĕсене малтан вак чул сарса хытарса кăна тума пăхнă пулнă. Халĕ ĕнтĕ асфальтлă çулсемех пулĕç.

Кăçалах Улянкă вăрманĕ патĕнчен пуçласа Тăвай ялĕнчи Канаш пăрăнăçне çити 5,5 километра яхăн çула та çĕнĕрен асфальт сарса лайăхлатма пăхнă.

Ялсенчи аслă урамсене асфальтлă çул сармашкăн проектсем туса хатĕрлеме тата ялти çулсене юсаса тытса тăма укçа-тенкĕ уйăрни те социаллă инфраструктурăна малалла аталантарса пыма май парĕ.

Кашни яла маршрутлă автобус çÿретес тесе те сахал мар ĕç тунă.

Корр.: Çамрăк çемьесене çурт-йĕрлĕ, хваттерлĕ пулма пулăшас пирки мĕн каланă пулăттăр;

Н.Иванов: "Пурăнмалли çурт-йĕр" подпрограммăна пурнăçласа юлашки 2 çулта 60 çамрăк çемьене 20 миллион тенкĕне яхăн субсиди парса пулăшнă. Кăçал та пĕрремĕш тапхăрпа республика шайĕнчен 10 миллион та 500 пин тенкĕ килмелле. Ял тăрăхĕсен бюджетĕнчен 1 миллион та 300 пин тенкĕ пулĕ. Кирек мĕнле хакласан та, çамрăк çемьесемшĕн сисĕмлĕ пулăшу пулса тăрать ку.

Çакăнсăр пуçне Раççей ял хуçалăх министерствин программипе икĕ çул çурăра 34 çемье пулăшу илнĕ. Ялта, ял хуçалăхĕнче ĕçлесе пурăнакансене параççĕ асăннă пулăшăва. 4 миллион та 930 пин тенкĕ панă. Кăçал çак программăпах 3 миллион та 393 пин тенкĕ субсиди илĕç. 1 миллион та 213 тенкипе район пулăшĕ. Пирĕн тĕллев – май килнĕ таран ытларах çемьене пулăшасси. Ку ыйту ялан тимлĕхре.

Район администрацийĕн программинче çĕнĕ участоксенче çĕнĕ çуртсем тăвасси те пур.

Стройка тенĕрен, 2009 çулта Эльпуçĕнчи вăтам шкул çуртне тума тытăнмалла. Ăна эпир пуçласа пĕр çул хушшинчех туса пĕтересшĕн. Çавăнпа ку ыйтупа республика правительствине тухнă. 2009 çултах Тăвайра бассейн тумалла. Ĕмĕтсем пысăк халĕ, вĕсем пуçарулăхпа, кулленхи хастар ĕçпе пурнăçа кĕрсе пыччăр тесе тăрăшни кирлĕ.

Ку чухнехи пурнăçра электрификаци те юлса пымалла мар. Çĕнĕ урамсене электричествăпа тивĕçтерес тесе, ял тăрăхĕсем проектсем тăваççĕ. Çакна район программине кĕртсех, "Чувашэнерго" пĕрлешÿпе килĕшÿсем туса, электролинисем картаратпăр. Халĕ проводсем те унчченхи мар, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ. Ялсенче кивĕ юпасене улăштарса, çĕнĕрен линисем караççĕ. Кăçал та темиçе ялта палăртнă ку ĕçе туса ирттерме.

Канашри Кăнтăр электричествăсен сечĕн пуçлăхĕ Валерий Иванович Титов яланах пулăшма хатĕр пире.

Чылай ыйтăва республика шайĕнче татса панă чухне пире хамăрăн паллă ентешĕмĕр, ЧР Аслă Канашĕн депутачĕ, "Акконд" УАОн генеральнăй директорĕ Валерий Николаевич Иванов пысăк пулăшу парать.

Корр.: Эсир районти медицина пулăшăвĕ пирки те калама тăнăччĕ.

Н.Иванов: Сывлăхшăн тăрăшасси район пуçлăхĕн çеç мар, чи малтанах кашнин харпăр хăй тивĕçĕ пулса тăрать тесе шутлатăп. Районта та медицина пĕр вырăнта тăмасть, вăй илсе, ку чухнехи техникăпа пуянлансах пырать. Хальхи вăхăтра Тăвайри тĕп больницăра хирурги уйрăмне тĕпрен юсаса лайăхлатас ĕçсем пыраççĕ. Чăннипе, ку ĕçе маларахах тумаллаччĕ пирĕн. Анчах ялсенче врач офисĕсем çине-çине уçса, укçа-тенкĕрен татăлтăмăр. Халĕ ĕнтĕ хирурги уйрăмĕ çĕнĕрен ĕçлеме тытăннă, операцисем тума пуçланă. Чи малтанах операци тăвакан пÿлĕмсем санитарипе гигиена тĕлĕшĕнчен, технологи енчен пурнăç ыйтнине тивĕçтермелле-çке-ха. Хальхи вăхăтра выртса сипленмелли пÿлĕмсене пĕрин хыççăн тепĕрне юсаса пыраççĕ. Ача-пăча уйрăмне те тĕпрен юсаса çĕнетме тытăнмалла "смета хатĕр". 2 миллион тенкĕ пăхнă çак ĕçе.

Унтан черетпе терапи уйрăмĕнче юсав тумалла.

Поликлиникăн иккĕмĕш хутне те юсаса çĕнетмелле.

Çакă та лайăх: ку вăхăт тĕлне 14 фельдшерпа акушер пункчĕ малалла ĕçлеме лицензи илнĕ. Черетре – 15-мĕшĕ. Анчах пилĕк фельдшерпа акушер пункчĕ хупăнать, çапах та вĕсене вуçех пĕтересшĕн мар эпир, врач пулăшăвĕ умĕнхи пулăшу пункчĕсем туса хăварасшăн.

Корр.: Эсир, Николай Ильич, кĕçĕрех, юнкун каçхине, Мускава тухса каяс пирки асăнтăр маларах, халĕ тăвакан выльăх-чĕрлĕх комплексĕ валли пушмак пăрусем туянас ыйтупа ĕçлемеллине каларăр. Вĕсене ăçтан тата хăçан комплекса илсе килме палăртаççĕ;

Н.Иванов: Эпир унта тăваттăн тухса каятпăр: эпĕ, агрофирма ертÿçин ĕçĕсене тăваканĕ В.И.Саперов, тăвакан комплекс директорĕ В.П.Иванов тата "Акконд" УАОн гендиректорĕн çумĕ В.Н.Киргизов. Пирĕн договорсем туса çитермелле. Малтанхи тапхăрта пĕтĕленнĕ 480 пуç пушмак пăрăва Германирен кăçалхи июль пуçламăшĕнче илсе килме палăртнă. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕн майĕсемпе усă курса, строительство валли 115 миллион тенкĕне яхăн çăмăллăхлă кредит илсе, ку вăхăт тĕлне витепе сĕт блокне туса пĕтернĕ, вĕсенче юлашки ĕçсем пыраççĕ. Пушмак пăрусем 44 миллион тенке лармалла.

Наци проекчĕ ку тĕлĕшпе чăннипех те пысăк пулăшу. Ăна ял хуçалăх кооперативĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем те, хушма хуçалăх тытакан çынсем те малалла илме пултараççĕ. Кăçалхи апрелĕн çурри тĕлне харпăр хăй хушма хуçалăх тытакансем 2006 çултанпа пурĕ 1070 çăмăллăхлă кредит илнĕ. Ку вăл 127 миллион та 602 пин тенкĕлĕх. Усăллăран илеççĕ çынсем.

Корр.: Кăçалхи çураки пирки кĕскен каласа хăвармăр-ши;

Н.Иванов: Эпир иртнĕ кĕркунне 3 пин гектар çурăна яхăн кĕр тыррисем акса хăварма пултартăмăр. Кăçалхи çуркунне 8115 гектар çине пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем вырнаçтарма пăхнă. Районта ака-суха аван пырать, çĕр ĕçлекенсем яваплăха туйса ĕçлеççĕ, çурхи ĕçсем вăхăтра пулса пыраççĕ. Çавна май ку вăхăт тĕлне çурри ытларах акма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Пĕр çул ÿсекен курăксене те акса пыраççĕ. Кĕр тыррисене çуркунне 84 процент ытла апатлантарнă, нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелесе тухнă, сахал мар пайне удобренисем панă. Çуракине вăхăтра, йĕркеллĕ вĕçлессе шанатăп. Хуçалăхсене ертсе пыракансем те, çĕр ĕçлекенсем те çак хĕрÿ вăхăтра канăçа пĕлмесĕр маттур ĕçлеççĕ, хăшпĕр йывăрлăхсемпе чăрмавсем умĕнче те пуç усмаççĕ.

Вĕсене, паян çурхи ĕçсенче вăй хуракансене, районта пурăнакан мĕнпур çынна тата сире те эпĕ, май килнипе усă курса, Çветтуй Руçĕн чи пысăк православи праçникĕпе – Мăнкунпа саламлатăп, ырлăх-сывлăхпа телей сунатăп, ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе пырасса шанса тăратăп.

Корр.: Тавах интервьюшăн, мăн уявпа – Мăнкунпа саламласа ырă суннăшăн. Сире вара Хăвăра, Николай Ильич, Мăнкунпа та, çуралнă кунăрпа та ăшшăн, пĕтĕм чун-чĕререн саламласа ырă сунма ирĕк парсамăр. Пурнăçăр, ĕçĕр-хĕлĕр ăнса пытăр, сывлăхăр çирĕп пултăр!

Н.Иванов: Хăвăра пысăк тав!

Район пуçлăхĕпе И.ГЛАДКОВ калаçнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика