АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Тăрмăш ялĕн историйĕнчен" кĕнеке презентацийĕнче (Культура, история)

22 апреля 2008 г.

"Тăрмăш ялĕн историйĕнчен" кĕнеке презентацийĕнче (Культура, история)

Кĕçнерникун Тăрмăшри тĕслĕх библиотекинче "Тăрмăш ялĕн историйĕнчен" ятлă кĕнеке презентацийĕ пулчĕ. Ăна Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Валерьянович Разин уçрĕ. Вăл кĕнеке авторне Эдуард Сергеевич Ушакова, ялти çынсен "М.Ф.Даров, И.И.Иванов, П.Я.Яковлев, Н.А.Кадикин, В.Г.Сидоров, А.С.Антонов, В.В.Федоров, Г.Н.Павлов, В.Г.Семенов, В.В.Разин, Н.П.Кадикин тата ыттисем" шухăшĕсемпе кăсăкланăвĕсене тĕпе хурса, Тăрмăш историне тĕпчесе çырнисене пухса, архив докуменчĕсемпе тÿсĕмлĕн паллашса, çавнашкал пысăк ĕç тунăшăн чĕререн тав турĕ.

Эдуард Сергеевич çакăн хыççăн хăй сăмах илчĕ. Тăван ял историйĕ пирки кĕнеке кăларас шухăш унăн икĕ çул çурă каялла çуралнă иккен. "Çак ĕçе тата вунă çул маларах пуçланă пулсан, авантарах пулмаллаччĕ", – тет. Тăрмăш историне пĕтĕмпех тĕпчесе пĕтерменнине палăртрĕ вăл çапла. Э.Ушаков ку енĕпе çамрăксене тата сулмаклăрах утăм тума сĕнчĕ. Халĕ усă курнă ал çырăвĕсен авторĕсене, ытти пулăшакансене ырăпа асăнчĕ, тав турĕ, вĕсене, ялти тата шкулти библиотекăсене кĕнекине парнелерĕ. Унтан содержанийĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Ялта колхоз мĕнле пуçланса кайни тата аталанса пыни, вĕрентÿ ĕçĕ çĕнелсе, медицина пулăшăвĕ парасси лайăхланса, культурăра та улшăнусем пулса пыни пирки тĕплĕн çырса кăтартнă иккен, физкультурăпа спортри ÿсĕмсене те вырăн панă. Тăрмăшри сумлă çынсен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисен, унтан çĕнтерсе таврăннисен, Афганистан вăрçинче пулнисен, нумай ачаллă амăшĕсен, кил хуçалăхĕсен, çемьесен, темиçе çул каялла ялта пурăннисен списокĕсене кăларма май килнĕ автора. Ĕлĕкхи славян чĕлхипе вулама çăмăл пулман ăна. Ленин ячĕллĕ хуçалăх çулсем иртнĕ май çирĕпленсех пынине пĕлме пулать таблицăри цифрăсемпе паллашсан. Ял таврашĕнчи паллă вырăнсене ăнлантарса пани тата пысăк событисен таблици пур. Тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксемпе, ÿнер ĕçĕсемпе илемлетнĕ, спонсорĕсене те ырăпа палăртнă автор. Лачкасси пирки те манман, юнашарти ял историйĕ валли темиçе страница уйăрнă. Кĕнекене вырăсла çырнă, 300 экземплярпа тухнă вăл. Пысăк калăпăшлă ĕç 600 яхăн страницăна вырнаçнă. Кĕнеке редакторĕ – авторăн мăшăрĕ О.Г.Ушакова.

Унтан район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ В.Я. Шакров тухса калаçрĕ. Кĕнеке кăларасси çăмăл маррине палăртрĕ Владимир Яковлевич, çак ĕçпе кăсăкланакансене май килнĕ таран пулăшмалли пирки асăнчĕ, Эдуард Сергеевича "Тăрмăш ялĕн историйĕнчен" кĕнеке кăларнăшăн тав турĕ, парне пачĕ.

Район администрацийĕн халăха социаллă пулăшу паракан пай ертÿçи Л.П.Аввакумова, Тăрмăшри шкулта чылайранпа ĕçлекенсем – Г.Н.Павловпа В.Г.Сидоров, экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке, кĕнекене ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ В.И.Разин ăшă сăмахсем каларĕç, асăннă кĕнеке тухнăшăн питĕ савăнни тата пичет кăларăмĕ пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнасси пирки пĕлтерчĕç, автора саламларĕç, çирĕп сывлăх тата ăнăçу сунчĕç.

Тăрмăшри шкулта вĕренекенсем Е.Капитонова учительница купăспа хавхалантарса пынипе А.Г.Васильев, Э.Н.Табаев юррисене шăрантарчĕç. Компьютерпа ял тавралăхĕнчи илемлĕ, паллă вырăнсене кăтартрĕç.

Юлашкинчен Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В.Разин кĕнеке авторне Эдуард Сергеевич Ушакова Тав хучĕ тата хаклă парне пачĕ.

Презентацие хутшăнакансем пурте "Тăрмăш ялĕн историйĕнчен" кĕнекен ĕмĕрĕ вăрăм пултăр тесе ырă сунчĕç.

Авторăн кун-çулĕпе кĕскен паллаштарса хăваратпăр.

Эдуард Сергеевич Ушаков Тăрмăшра 1940 çулта кун çути курнă. Ялта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Енĕш Нăрвашра вăтам пĕлÿ илнĕ. Канашри училищĕре вĕреннĕ, унтан вагонсем тăвакан заводра слесарьте ĕçленĕ. Кайран службăра тăнă чухне Куйбышеври (Самара) пединститутра пĕлĕвне ÿстернĕ, комсомол комитечĕн инструкторĕнче, иккĕмĕш секретарĕнче, учительте вăй хунă. Çарта 25 çул пулнă хыççăн майор званипе канăва тухнă. 2005 çулччен тата ытти çĕрте те хăйĕн тивĕçĕсене аван пурнăçланă Э.Ушаков. "Алексей Ефимович Разин несĕлĕ" йăх историне тунă, "Тăвай районĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсем" пĕчĕк кĕнеке çырнă вăл. Хисеп грамотисем, знаксемпе медальсем нумай унăн. Шупашкарта пурăнать. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтернĕ.

А.НИКИТИНА.

Сăн ÿкерчĕкре: çĕнĕ кĕнеке.

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика