22 апреля 2008 г.
Ырă тума васкар (Образование, общество)
"Çурхи ырăлăх эрни" пирĕн республикăра çулсеренех иртет. Кăçал ăна ака уйăхĕн 19–27-мĕшĕсенче йĕркелеме палăртнă. Çак акци вăхăтĕнче, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш Республикин пур районĕпе хулинче ача-пăча тата çамрăксен пĕрлешĕвĕсен слечĕ пулать. Вăл 13 сехет те 30 минутра районсемпе хуласем слета хатĕррине пĕлтерекен интернет-чĕнÿрен пуçланать.
Çак кун районта пурăнакан кашни çынна – çулпа аслисене, çамрăксене, ачасене – пурне те ырă ĕç тума чĕнетпĕр. Ырă ĕç тунăшăн никамăн та алăсем татăлса ÿкмĕç. Вăл хамăрăн малашлăха лайăхрах, телейлĕрех тума кăна пулăшĕ.
Пирĕн районта та слет вăхăтĕнче ырăлăхпа çыхăннă проектсем пурнăçа кĕрессе шанас килет.
Мĕнле ĕçсемпе çыхăннă-ха çак акци;
Çуркунне çитнĕ май, симĕс курăк тавралăха илем кÿрет. Шел пулин те, çак илеме час-часах хамăр варалатпăр. Тăван тавралăх хитре, таса пуласси этемрен нумай килет. Çавăнпа та кил картисене, урамсене, спорт площадкисене йĕркене кĕртесчĕ, çывхарса килекен Мăнкуна тасалăхпа кĕтсе илесчĕ.
Районти кашни шкултах Тимур командисем çĕнĕрен вăй илсе пыраççĕ. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче вĕсем тата та ытларах вăй хума пуçларĕç. Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче те çамрăк доброволецсем вăрçă тата ĕç ветеранĕсене, пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшас ĕçре хастарлăх кăтартасса шанатпăр. Çавăн пекех пĕчĕк туссем çинчен те манар мар. Вĕсене те май килнĕ таран пулăшар.
Хальхи вăхăтра нумай ачаллă çемьесем йышлах мар. 4–5 ача ÿстерсе воспитани пама, вĕсене тĕрĕс çул çине тăратма çăмăл маррине пурте питĕ лайăх ăнланатпăр. Вĕсене те манса каяс марччĕ пирĕн, май килнĕ таран пулăшасчĕ.
Пурте пĕрле кар тăрсассăн çеç ĕç малалла каять. Чăваш халăхĕ çакна ĕмĕртенпех астуса пурăннă, йышпа пухăнса пĕр-пĕрне пулăшма нимене пуçтарăннă. Çак ырă йăлана пирĕн те манас марччĕ.
Т.ШАШКОВА, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"