22 апреля 2008 г.
ПАТТĂРСЕМ ХЫПАРСĂР ÇУХАЛМАÇÇĔ (Общество, патриотизм)
Пурăннă пулсан, Кармал каччи Николай Афанасьев апрелĕн 17-мĕшĕнче 85 çул тултарнă пулĕччĕ. Анчах шăпа пÿрмерĕ ăна паянхи куна пурăнса çитме, ытти мĕльюншар совет çыннинни пекех, унăн кун-çулне ылханлă вăрçă татрĕ. Çемье те çавăрса ĕлкĕреймен, 19-20 çулхи мĕн чухлĕ каччă вăрçă хирне выртса юлчĕ; Вĕсем халăх чĕринче ĕмрипех çап-çамрăк упранĕç. Вĕсен паттăрлăхĕ – вилĕмсĕр.
Николай Афанасьев 1923 çулта Кармал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Колхозра тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, Коля Афанасьев республикăри çар комиссариатне хăйне фронта яма ыйтса заявлени çырса парать. "Тăшмана ним шеллемесĕр, хамăр паттăр Хĕрлĕ Çар воинĕсем пек çĕмĕрес, Тăван çĕршыва сыхлас тетĕп. Алăсем пăшал тытнă чух, куçсем тăшмана курнă чух, кăкăрăмра çамрăк чĕре тапнă чух фашистсене хирĕç кĕрешме тупа тăватăп", – тесе çырнă вăл хăйĕн заявленийĕнче.
1942 çулхи июльте Николай Афанасьев вăрçа тухса кайнă. Калинин фронтĕнчи 178-мĕш дивизире çапăçнă. Пĕрремĕш хут çапăçăва тăшманăн Ржев районĕнчи хÿтĕленÿ линийĕсене татса, Ярцево-Духовщина рубежне тытса илессишĕн кĕрет. Дивизи ума лартнă тĕллеве ăнăçлă пурнăçлать. Коля, взводра агитатор пулнă май, çапăçу умĕн салтаксене хавхалантарнă, боевой листок кăларнă. Çав çапăçу хыççăн ăна сержантсен шкулне вĕренме яраççĕ, разведка ĕçне хăнăхтараççĕ. Вĕренсе тухсан вăл хăй унччен службăра тăнă дивизинех таврăнать.
1943 çулхи январь. Дивизи Кондраково–Михалкино ялĕсем çывăхĕнче наступление куçма хатĕрленнĕ. Анчах пĕр шутламан çĕртен ун çулне тăшманăн унччен асăрхаман дзочĕ пÿлнĕ. Дзота тĕп тума Николай Афанасьев аслă сержант ертсе пыракан разведчиксен ушкăнне хушаççĕ. Дзот патне ниепле те çывхарма пулман. Вăл хăйĕн тĕпсĕр çăварĕнчен вут-хĕм тăкнă. Разведчиксем ун патне айккинчен çаврăнса шунă пулин те, тăшман вĕсене асăрханă, вут-çулăм тăкма тытăннă. 5 разведчикрен Коля Афанасьев кăна тăрса юлнă, ыттисен пурнăçне тăшман пульлисем татнă. Пĕтĕм шанăç Афанасьевра. Николай чарăна-чарăна шунă. Дзот патне çывăхрах пырсан, вăл ура çине сиксе тăнă та амбразура çине граната вăркăнтарнă. Пулемет самантлăха шăпланнă, унтан каллех вут пĕрĕхме пуçланă. Кольăна йывăр амантнă. Вăл вара юлашки вăйне пухса пĕтĕм кÿлепипе тăшман амбразурине хупланă... Пулемет шăпланнă.
Пирĕн салтаксем "ура!" кăшкăрса малалла ыткăннă. Николай Афанасьевпа юлташĕсене чăрăш çывăхне, хăйсем Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса пуç хунă вырăна, чыслăн пытарнă. Воинсем хăйсен юлташĕсемшĕн хаяррăн тавăрма тупа тунă.
Каярах вĕсен ÿчĕсене Селищево ялне куçарнă (Кондраковăна нимĕçсем йăлт çунтарса янă). Вилнĕ хыççăн Николай Афанасьев аслă сержанта Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
Çапла 20 çул та тултарса ĕлкĕреймен Кармал каччи Николай Афанасьевпа унăн юлташĕсем Çĕнтерÿ залпне кĕтсе илеймерĕç.
1975 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче, комсомол çуралнă кун, Кармал шкулĕнче Николай Афанасьевăн бюст-палăкне уçрĕç. Кунти пионер дружинине унăн ятне пачĕç.
Унтанпа акă тата 30 ытла çул иртрĕ. Вăрçă кунĕсем пирĕнтен инçерех те инçерех юлаççĕ. Çавах та эпир паттăрсен ятне манмастпăр. Кăçал кăрлачăн 29-мĕшĕнче Николай Афанасьев Александр Матросов пек паттăрлăх кăтартнăранпа 65 çул тултарчĕ. Халĕ вăл 85 çул тултарнине палăртрăмăр. Унăн палăкĕ тавра чĕрĕ чечексем ÿсеççĕ, Çĕнтерÿ уявĕнче палăк умне чечек кăшăлĕсем хураççĕ. Чыслăхра тытаççĕ шкул умĕнчи палăка вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ял-йыш. Унччен кунта Афанасьев аллейи пулнă пулсан, халĕ унăн ятне парк ÿстерме шут тытнă. Çав тĕллевпе вуншар тĕп хурăн, улмуççипе кедр, чăрăш, палан лартнă. Ку лаптăк 2 гектар таранах йышăнать. Çак кунсенче иртнĕ районти йывăç кунĕнче те хăйсен паттăр ентешне халалласа 60 тĕп юман лартрĕç, ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнине палăртса Ырăлăх аллейине хыврĕç, унта 30 тĕп çăка лартса хăварчĕç. Вăрçă паттăрĕ çуралнăранпа 85 çул тултарнине асра тытса шкул асăну каçĕ ирттерчĕ. Майăн 9-мĕшĕнче палăк умĕнче митинг йĕркелесшĕн, унта Н.Афанасьевăн йăмăкĕ те хутшăнасса шанаççĕ.
Паттăрлăх вилĕмсĕр, тетпĕр эпир. Вăл чăннипех çапла. Паттăр ентешĕн сăнарĕ халăх асĕнчех. Эпир çав çутă сăнар тĕслĕхĕпе ачасене Тăван çĕршыва юратма, кирлĕ вăхăтра ăна Николай Афанасьев пек пурнăçа шеллемесĕр хÿтĕлеме воспитани парса ÿстеретпĕр. Ку çав тери паха.
И.СОЛОВЬЕВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"