АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренӳсĕр çутă пулмĕ

05 июня 2020 г.

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине сӳтсе явас енĕпе иккĕмĕш ĕçлĕ калаçу ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ Алла Салаева ертсе пынипе видеоçыхăну мелĕпе çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртрĕ, ăна вĕренӳ темине халалланă.

Канашлу умĕн Регионсен аталанăвĕн пĕтĕм тĕнчери центрĕн генеральнăй директорĕ Игорь Меламед, экспертсен ушкăнĕпе Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине хатĕрленĕскер, пĕлтерĕшлĕ темиçе саманта палăртрĕ. Унăн шухăшĕпе, программа вĕрентĕве çитес пилĕк çулта аталантармалли витĕм- лĕ инструмент пулса тăтăр тесен «проектсен пысăк пуххи, республикăри вĕрентӳ тытăмне япăх мар сăнласа пани» пурри çеç çителĕксĕр. Тата çакна уçăмлăн палăртмалла: мĕн тата хăш вăхăтра тумалла; мĕнле ĕçсем йышăнмалла; финанс ыйтăвĕсене татса памалла; юлашкинчен мĕнле кăтартусем пулассине ăнланмалла. Меламед каланă тăрăх, Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев «çак программăра хăй çеç пурнăçа кĕртме пултаракан ĕçсен шайне, унăн яваплăхĕн сферине уçăмлăн палăртма ыйтнă. Ку — чи малтан, çĕршыв ертӳлĕхĕпе калаçни, пирĕн пуçарусемпе федераци шайне тухни. Çавăнпа çак программăра шалта уйрăм документ, пуçлăхăн яваплăх сферине тата унăн пуçарăвĕсене уçăмлăн палăртаканскер, пулмалла».

Çапла майпа Игорь Меламед Олег Николаевăн, Программăна хатĕрлес тата йышăнас ĕçе ертсе пыраканскерĕн, витĕмне тепĕр хут уйрăммăн палăртрĕ. Ертсе пырать çеç мар, кашни ыйтăва тĕплĕн тишкерет тата йывăрлăха татса памалли çулсене шырать. Ку ĕç питĕ пысăк калăпăшлă, ун валли ертсе пырас ăсталăх кирлĕ.

Йăнăшсем тата тĕплĕн шухăшламан йышăнусем тăвас мар тесен нумай фактора шута илмелле. Акă шкулчченхи ача-пăча учрежденийĕсене тата шкулсене илер. Паянхи кун пурте çакнашкал объект ытларах пултăр теççĕ. Ку — лайăх! Анчах Игорь Меламед ыйтăва урăхларах лартрĕ: «Ача сачĕсемпе шкулсен строительстви тĕлĕшпе нумай сĕнӳ пур, анчах демографи кăтартăвĕ-сем те пур. Вĕсем «перестройка» ачисен» хумĕ — ун чухне шăпах ача çураласси пысăк пулнă — чакма пуçланине кăтартаççĕ. Ача çураласси чакать, çавăнпа пирĕн шутламалла: пире шкулчченхи тата шкул учрежденийĕсем çакăн чухлĕ кирлех-ши? Ахăртнех, вĕсен профильне урăхлатасси пирки халех шухăшламалла? Эпир çĕршыв тата Чăваш Ен валли демографи прогнозĕ турăмăр, вăл савăнăçлă мар. Ачасен шучĕ чакса пырĕ. Строительство заявкисене тепĕр хут пăхса тухма тата шухăшлама сĕнетĕп: кăштах вăхăт иртсен пирĕн шкулсемпе ача сачĕсен çурчĕсемпе, эпир халь хăпартаканнисемпе тата çитес пилĕк çулта хăпартма планлаканнисемпе, мĕн тумалла-ши тесе пуç ватма тивмĕ-ши?

Темăна аталантарса Алла Салаева тĕп тĕллевсене палăртрĕ: «Эпир халь регион ертӳçин тата пирĕнпе сирĕн сĕтелсем çинче пулмалли документ хатĕрлетпĕр. Пирĕн тĕп тĕллев — «Вĕрентӳ тытăмĕнче çитес 5 çулта мĕн тумалла?» ыйтăва хуравласси. Пирĕншĕн çамрăксем пахалăхлă пĕлӳ илсе республикăрах юлни пĕлтерĕшлĕ. Унсăр пуçне çамрăк çынсем урăх хуласенче вĕренсе пĕтерсен Чăваш Ене таврăнччăр тата унăн аталанăвне хăйсен вăй-хăватне хывччăр тени».

Чăваш Республикин вĕрентӳ-пе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев, тĕп доклада тунăскер, демографипе çыхăннă лару-тăрăва çитес тапхăрсем валли тĕплĕн хакламаннине, хальхи лару-тăрăва тĕпе хунине тӳрех палăртрĕ. Хальхине тишкерни çакна кăтартать: садиксенче те, шкулсенче те вырăн çитменнипе çыхăннă йывăрлăх пур. Халĕ те 7 пине яхăн ача, шкул ачисен йышĕн 5,5 проценчĕ, иккĕмĕш сменăра вĕренет. Çав хушăрах федерацин икĕ çулта пĕр шкул тума укçа уйăрать. Планпа килĕшӳллĕн çитес 5 çулта Шупашкарта çĕнĕ микрорайонсенче шкулсем тумалла: «Садовый» — 1650 вырăнлăх, «Университетский-2» — 1500 вырăнлăх тата «Лента» — 1100 вырăнлăх. Республикăри районсенче урăхларах лару-тăру — унта шкулсен шучĕ чакать. Чăваш Енре халĕ вĕсем 417, темиçе çул каялла 700 пулнă. Сăлтавĕ — çынсем пысăк хуласене куçни тата ача çураласси чакни. Çавăн пекех ача сачĕсен строительствин ыйтăвне татса параççĕ. Паянхи кун республикăра 233 садик. Çитес икĕ çулта тепĕр 9 тăвĕç: 3 — районсенче тата 6 — Шупашкарта. Хушма объектсен строительствин майĕ-сене те пăхса тухаççĕ. Çапах йывăрлăх ачасене вĕрентӳ тытăмне явăçтарассипе çеç мар, пĕлӳ пахалăхне лайăхлатассипе те çыхăннă. Шăпах çак сфера паян малти плана тухать тата вăл е ку регионăн конкуренцие чăтăмлă паха енĕ пулса тăрать, экономикăран чĕр таварпа çыхăннă пайне хĕссе кăларать.

Чăваш Енĕн çак конкуренцие чăтса ирттерме тата федерацин Атăлçи округĕнче пĕлӳ аталанăвĕн пахалăхĕпе чи лайăх регионсенчен пĕри пулса тăма шанăçсем пур-и? Çакăн валли пĕтĕм услови пур пек туйăнать: вĕрентӳ заведенийĕ-сен шучĕ, хальхи йышши пурлăхпа техника бази, квалификациллĕ специалистсем. Анчах çакă çеç çителĕксĕр иккен. Университетран, институтран, колледжсемпе техникумсенчен çулсеренех дипломлă специалистсене вĕрентсе кăларма пулать, анчах вĕсен вăйĕпе тата пĕлĕвĕпе практикăра усă курма май çук тăк — çак ĕçĕн пысăк пайĕ сая каять.

Ку йывăрлăха ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров акă мĕнле хаклать: «Регионсен, ĕç паракансен пĕтĕмĕшле йывăрлăхĕ — ăнăçлă выпускниксем Раççейĕн тĕп хулисене кайни. Вĕсене тăван республикăрах юлма хавхалантарас тесе Чăваш Енри ертсе пыракан предприятисен консорциумне туса хума сĕнӳ пур. Эпир ку проекта «Чăваш Ен — майсен территорийĕ» ят патăмăр. Тепĕр сĕнӳ те пур: пултаруллă çамрăксене пулăшмалли республика фондне тăвасси».

Андрей Александров республикăри аслă шкулсенчен пĕрне тĕп вуз тесе палăртнине питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлать. Сăмах май, шăпах çакăн пирки Олег Николаев Раççей Патшалăх Думин депутачĕ пулнă чухне пĕрре мар каланă. Чăваш патшалăх университечĕ шăпах çакăн пек тĕп вуз пулаять. Анчах çапла пултăр тесен «питĕ хытă тăрăшмалла».

Паянхи кун Чăваш патшалăх университетĕнче 2100 студент вĕренет. Раççей Президенчĕ лартнă тĕллевсене — çĕршыври студентсен йышне 2024 çул тĕлне икĕ хут ӳстерессине — пурнăçлас тесен питĕ пысăк ĕç тумалла. Андрей Александров палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра университетра студентсен çуррине çеç общежитире вырăнпа тивĕçтернĕ. Ку ыйтăва татса парас тесен çывăх вăхăтрах федерацин адреслă инвестици программин пулăшăвĕпе кампуссен строительствин планне хатĕрлемелле тата пурнăçа кĕртмелле. «Студентсем ăçта пурăнни çеç мар, вĕсем мĕнле канни, культура тĕлĕшĕнчен аталанни, спортпа туслашни, инçет мелĕпе вĕренни пĕлтерĕшлĕ, — пĕлтерчĕ ректор. — Онлайн-вĕ- ренĕве хатĕрлемешкĕн икĕ медиа-студи туянтăмăр. Планра — пирĕн культура çуртĕнче республикăри çамрăксен культурин центрне туса хурасси».

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕллевĕсене, Программăра тата Олег Николаев палăртнисене, ăслăлăха, вĕрентĕве тата производствăна интеграцилемесĕр пурнăçлама май килмест. Паян Чăваш Ен предприятийĕсене пысăк квалификациллĕ специалистсем, диплом илнĕ хыççăн тӳрех производство хушăвĕсене тума пултараканнисем, кирлĕ. Шăпах çак тĕллевпе, Андрей Александров каланă тăрăх, Чăваш патшалăх университечĕ ЧР Промышленноç министерствипе пĕрле индустри техноло-гийĕсен «Синергия» центрне хатĕрлес ĕçе пуçăннă. Çавăн пекех ертсе пыракан «Экра», «Релематика», «Брестлер» предприятисемпе пĕрле машиностроени тата энергетика валли Индустри компетенцийĕсен центрне тума планлаççĕ.

Андрей Александров тата ĕçлĕ канашлăва хутшăннă ытти çын калани йăлтах тимлĕ-хе тивĕçлĕ паллах. Вĕсен сĕнĕвĕсем программăра вырăн тупĕç. Анчах çапла пултăр тесен пуçламăш утăмсене уçăмлăн палăртмалла, урăхла каласан, экспертсен канашлăвĕнче пĕрре мар хускатнă ыйту хуравне пĕлмелле: «Эпир паян мĕнле тапхăрта? Мĕн пур пирĕн?» Тĕслĕхрен, Игорь Меламед Андрей Александров калаçнă хыççăн тӳрех хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ: «Пирĕн паян ăнлану, урăхла каласан, республикăри предприятисенчен информаци — вĕсене халĕ тата малашне мĕнле специалистсем тата мĕн чухлĕ кирли — çук». Алла Салаева, ĕçтешĕсен кашни сĕнĕвĕпе асăрхаттарăвне шута илсе пынăскер, тӳрех пуçарупа тухрĕ: предприятисен ертӳçисемпе канашлу ирттерес, çак ыйтăва пĕрле сӳтсе явас, тивĕçлĕ йышăну тăвас.

 

Алексей КРЯЖИНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика