АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста алăсен тĕлĕнтермĕш ĕçĕсем

05 июня 2020 г.

Чăваш Республикинче «Культура» наци проекчĕн регион шайĕнчи «Творческие люди» проект пурнăçланать. Вăл чи малтанах пултаруллă ачасемпе çамрăксене аталанма пулăшакан, ытти ӳсĕмри çынсене те хăйсен пултарулăхне уçса пама май паракан пуçарусене вăя кĕртессипе çыхăннă. Çавăнпа та Чăваш Енре пурăнакансене профессиллĕ искусствăри (музыка, театр, хореографи, халăх пултарулăхĕ) çитĕнӳсене курса тăма условисем йĕркелесси тĕп задача пулса тăрать.

Проекта пурнăçа кĕртсе çитернĕ вăхăта культурăна явăçтарнă çынсен шучĕ те палăрмаллах ӳсмелле, культура сферинче ĕçлекенсен ăсталăхĕ те ӳссе пымалла.

 

Пĕр телекăларăмра карçинкка тăвакансен ĕçĕпе паллашнă хыççăн Тушкилти Наталия Георгиева канăçне çухатнă. Хăйĕн çак ĕçе хăвăртрах вĕренес килнĕ. Чун йăпатмăш ал ĕçĕсене илес пулсан, бисерпа тĕрлес, çыхас, тухья тата ытти капăрлăхсем тăвас ăсталăха алла илнĕ-ха хĕрарăм.

Пултарулăхăн çĕнĕ мелĕсене вĕрен-ме ăнтăлаканскер карçинкка çыхас ĕç йĕркипе паллаштаракан литературăпа кăсăкланнă. Интернетра çырнисенчен хăй тĕллĕн вĕренме пуçланă. Пĕтĕм кăткăслăха хыçа хăварса, клуб заведующийĕ çулталăкран çамрăк ача амăшĕсенчен кружок йĕркеленĕ. Каярах аслăрах ӳсĕмрисем те хушăннă унта.

— Хулăран çыхатăр пулĕ карçинк-кисене,—интереслентĕм тĕрлĕ йышши илемлĕ хатĕр-хĕтĕрсене тытса пăхнă май. Хутран хатĕрленине пĕлсен чăнах та тĕлĕнтĕм. Ĕç майĕпе савăнсах паллаштарма пуçларĕ пултаруллă ал ĕç ăсти.

—Пит темех илсе тăккаланмалла мар ку ĕç валли. Кивĕ хаçат, журнал, çӳхерех хут кирлĕ. Чи малтанах хут листине çавăрса пĕтĕрме вĕренесси, вăл хăва хуллине аса илтерет. Коллерпа (кирлĕ тĕслине суйласа) лак хутăштарса сăрласан типессе кĕтмелле. Хăва пекех çирĕп пулать вăл. Ытлашши типĕтсе ямалла мар,— терĕ вăл. –Хĕл кунĕсенче хатĕр материалсене тулта алкумĕнче тытатăп, çулла сивĕтмĕше хуни те пулнă.

«Юратнă ĕç» — пĕр кăмăллăн ушкăна çапла ят панă унта çӳрекенсем. Вĕсем вара вуннăн пулнă.

Малтанах пĕчĕкрех савăтсем тăвассинчен пуçланă. Пĕр пуçăннă ĕçе вĕçне çитермесĕр никам та килĕсене саланма васкаман, 4-шар сехете тăсăлнă кулленхи занятисем. Çĕнĕ çул хыççăн ĕçе пуçăннăскерсем, февральччен хăйсем тĕллĕнех пысăках мар сувенирсем çыхма вĕренсе çитнĕ.

—Манăн маттурсем,—тет Наталия Викторовна хăйĕн малтанхи вĕренекенĕсем — Анна Петухова, Ольга Кулова, Любовь Макова, Любовь Константинова, Надежда Камасева, Наталья Степанова, Ирина Германова, Любовь Григорьева, Алена Григорьева çинчен. Вĕсен ĕçĕсенчен курав та йĕркелеме ĕлкĕр- нĕ ялта. Тĕлĕнтермĕш «хатĕрсем» ытти хĕрарăмсене те кăсăклантарнă. Чăнах та, тĕрлĕ калăплă карçинккасем кăмпана çӳреме меллĕ, парнелĕх те лайăх вĕт-ха хамăр алăпа янтăланă япаласем.

Коронавирус пандемийĕ сарăлса пынă тапхăрта культура учреждени- йĕсенчи тĕрлĕ кружоксен ĕçне те вăхăтлăха чарма тивнĕ. Çав вăхăтра та Н.Георгиева ăсталăхне ӳстерессипе тимленĕ, хăйĕн çĕнĕ ĕçĕсенчен пĕрне «Краски Чувашии» конкурса онлайн-режимпа çитернĕ. Пилĕк литрлă витре пысăкăш шкатулкăна тĕрлесе илемлетсе тăратнă вăл ăстаçăсен тупăшăвне, Диплома тивĕçнĕ. Маларах районти конкурссенче те палăрма ĕлкĕрнĕ Тушкилти карçинкка ăсти. Акă Çĕршыв хӳтĕлевçисен кунне халалланă конкурсра самолет макетне çыхса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кивĕ хаçат-журнал хучĕсенчен тĕрлĕ сĕтел-пукан таврашне çыхасшăн, кăмăл пуррисене те явăçтарасшăн çак ĕç-хĕле.

Юлашкинчен сăмах коронавирус чирĕ çине те куçрĕ. «Чир тĕлĕшĕнчен лару-тăру хăвăртрах лайăхлантăрччĕ. Инфекци сарăлассипе кĕрешмелли мерăсене пурин те пăхăнмалла. Акă, халĕ ялта масар çине каясси çинчен калаçнине илтме пулать. Вилнисене асăнма масарсем çине каярахпа та кайма пулать вĕт-ха, çынсемпе сахалтарах хутшăнни пĕлтерĕшлĕ халĕ»,—пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Наталия Викторовна.

Сăмах май, Наталия Георгиева «Сурпан» фольклор ушкăнĕн ертӳçи. Ăçта кăна çитмен-ши пултарулăх ушкăнĕ? Республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ «маттур сурпанçăсене». Наталия Викторовна культура ĕçченĕ-сен династине малалла тăсать. Унăн ашшĕ, Виктор Григорьевич Григорьев, 40 çул ытла таврари ялсенче кино кăтартнă. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ята, медале, чыслав хучĕсене тивĕçнĕ. Çак кунсенче 85 çул тултарнă ятпа саламласа ырă сывлăх та вăрăм кун-çул сунатпăр ăна. Амăшĕ Анна Николаевна та мăшăрĕпе пĕрле тăрăшнă киномеханик ĕçĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика