АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виççĕшĕ те арçын ача

29 мая 2020 г.

Виççĕшĕ те арçын ача

Раççей Президенчĕ Владимир Путин ачаллă çемьесене тимлĕх чылай уйăрать. Вăл черетлĕ йышăнура ача пăхнăшăн паракан пособин чи пĕчĕк виçине икĕ хут ӳстерме, 3375 тенкĕрен 6751 тенке çитерме каларĕ. Маларах палăртнă тăрăх, 3 çулчченхи ачашăн пособи парассине амăшĕн капиталĕн правине тивĕçмен çемьесене те апрель-июнь уйăхĕсемшĕн 5-шер пин тенкĕ тӳлеме сĕнчĕ. Çапла вара ăна Раççейри 3 çул тултарман ачаллă пур çемье те илсе тăрĕ.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн пĕрре виççĕмĕш пайне пĕлӳ сфери валли уйăраççĕ.

Чăваш Ен шкулĕсемпе ача сачĕсем йăлана кĕнĕ пекех Раççейри чи лайăх вĕренӳ учрежденийĕсен шутне кĕреççĕ. Çакă педагогсемпе вĕренекенсен тата ашшĕ-амăшĕн хисепе тивĕçлĕ ĕçĕ.

Пирĕн опытпа çĕршыври ытти регион та усă курать. Хальхи конкурентлă хутлăхра пĕлӳ сферинче çĕнĕ лидерсем палăраççĕ. Республикăра шкулсене çĕнетмелли тата çĕнĕ шкулсем тумалли анлă программа пурнăçланать. 2025 çул тĕлне пирĕн 16,5 пин ытла çĕнĕ вĕренӳ вырăнĕ йĕркелемелле.

Çамрăксем хушшинче патриотизм туйăмне, чыса, граждан тивĕçлĕхне чĕртсе тăратма пулăшмалла. Ачана тивĕçлĕ пăхса çитĕнтерессишĕн ашшĕ-амăшĕпе вĕренекенсем яваплă пулнине манмалла мар.

Тăвай ялĕнче пурăнакан Елена Геннадьевнапа Роман Александрович Сергеевсен виçĕ ачаллă çемйи Ленин проспектĕнчи 24-мĕш çуртра йăва çавăрнă.

Зоя Ильинична Федорова, Ленăн амăшĕ, вĕсемпе пĕрле пурăнать. Шăпах алăка уçса кĕртрĕ вăл, ырлăх-сывлăх сунса малалла иртме сĕнчĕ. Районти Б.Алексеев хресчен-фермер хуçалăхĕнче поварта тăрăшать иккен 68 çулти хĕрарăм.

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕ-лемелли кун çывхарас умĕн ку çемьери арçын ачасемпе кăмăлласах паллашрăм. Асли Станислав 13 çулта, Тăвайри вăтам шкулта çиччĕмĕш класра пĕлӳ пухнă. Теприне Семен тесе чĕнеççĕ, район центрĕн-чи вĕренӳ çуртĕнче икĕ çул хăйĕн пултарулăхне кăтартнă, пиччĕшĕ пекех каникулта халь. Кĕçĕнни, чи ачашши валли те «С» саспаллинчен пуçланакан ят тупнă туслă мăшăр, Степан, икĕ уйăхра кăна-ха вăл. Арçын темерĕн, сăн ӳкерчĕк тунă чухне нăйкăшса сасă памарĕ, ют çынна тĕлĕнсе сăнарĕ пĕчĕкскер. «СССР тенине симвăлласа виççĕшне те пĕрешкел саспаллинчен пуçланакан ят патăмăр, ырă-сывă çитĕнеççĕ, аслисем пĕчĕккине пăхма пулăшаççĕ»,—шӳтлет çамрăк хĕрарăм.

Елена Геннадьевна сутуçă профессине кăмăлланă, Тăвайри Ленин проспектĕнчи кооператорсен апат-çимĕç сутакан магазинĕнче тăрăшнă декрета кайиччен.

Çемье пуçĕ, Роман Александрович, Канашри чугун çул çинче вăй хурать, стрелок, кил-йышĕ çителĕклĕ пурнăçпа пурăнтăр тесе тимлет.

—Пурте ӳссен ачасемпе футболла выльăпăр тăтăшах,— хĕпĕртет ывăлĕсемшĕн ашшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика