22 мая 2020 г.
Сăмахăм кунта Тăвайри потребкоопераци тытăмĕнче тăрăшакан Светлана Колотушкина çинчен пулĕ.
Амалăхра пурăнакан Светлана Николаевна район центрĕнче, вăтам шкул çывăхĕнчи суту-илӳ павильонĕнче ĕç-леме тытăннăранпа нумаях та вăхăт иртмерĕ темелле. Çавах та эпир, тавар туянакансем, сăнанă тăрăх, хăй çав тери правур пулнине çирĕплетме те ĕлкĕрчĕ. Таварсен ассортиментне пуянлатсах тăма тăрăшать сутуçă. Машинăпа илсе килни çеç мар, мĕн ыйтнине тивĕçтерсе, хăй те кӳрсе пама ӳркенмест. Райпо тытăмĕнче 30 çула яхăн ĕнтĕ тăрăшать вăл (сăн ӳкерчĕкре).
— Нумай çул Чутей ялĕнчи промышленноç таварĕсен лавккинче ĕçлерĕм. Халĕ юратнă ĕçе çак киоскра малалла тăсатăп,—хуравларĕ Светлана Николаевна манăн ыйту çине. Чутейре ĕçленĕ тапхăрта халăхран эмел курăкĕсем сутăн илсе районта малти вырăнсене тухнине аса илчĕ вăл. Хастар ĕçчене пĕрре кăна мар хисеп хучĕсемпе, тав çырăвĕсемпе хавхалантарнă.
Шкул çумĕнчех пулнăран, вĕре-некенсем те киоска кунсеренех хутлатчĕç. Вĕри чей, кофе, тĕрлĕ çимĕç яланах хатĕрччĕ унăн çамрăксем валли. Шел, коронавирус чирне пула лару-тăру кăткăс пулнăран, ача-пăча сасси илтĕнмест халĕ таврара.
Кунти нумай хваттерлĕ тата уйрăм кил хуçалăхлă çуртсенче пурăнакансем вара киоска ытларах çӳрени пирки асăнчĕ сутуçă. Вĕсем мĕн ыйтнине илсе килме тăрăшать С.Колотушкина. Çăкăр-пĕремĕк, сĕт-çу, аш продукчĕ-сем, пулă, кĕрпе таврашĕ татăк тăмасть. Куллен кирлĕ хуçалăх таварĕ-сем те туянма май пур.
Халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерсе тата райпо ертӳçисемпе специалистсем майсем туса панипе, Светлана Николаевна çак çу кунĕсенче киоск таврашĕнче чăх-чĕп сахал мар сутма пултарчĕ.
Çăмарта тăвакан тата ашлăх ӳстермелли çамрăк чăхсене 600 штук сутма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.
—Ыйтакансем татах та пур-ха,—тет тăпăлкка кĕлеткеллĕ, ырă сăн-питлĕ сутуçă.
Çапла çаврăнăçуллă пулни тавар-çаврăнăшне ӳстерме пулăшать.
Хăйĕн тăван ялĕнчен Тăвайне ирех çитет вăл, ĕç вырăнне çийĕнчех тирпейлет. Мăшăрĕпе икĕ хĕрне кун çути панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пĕри çемьеленнĕ ĕнтĕ, хĕр пĕрчи мăнук парнеленĕ ашшĕ-амăшне. Тепĕр хĕрĕ Шупашкарта вĕренет. Кил хуçалăхĕн-че выльăх-чĕрлĕх сахал мар усраççĕ Колотушкинсем, ачисене юр-варпа тивĕçтереççĕ. Ытлашшине патшалăха та сутаççĕ.