АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтав Монуменчĕ умне чечексем хунă

15 мая 2020 г.

Мухтав Монуменчĕ умне чечексем хунă

Тăван çĕршыв 1941—1945 çулсенчи вăрçăра Аслă Çĕнтерӳ тунăранпа 75 çул çитрĕ. Ăна çӳллĕ шайра кĕтсе илме хатĕрленсе пĕлтĕрех тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме пуçларĕç. 2020 çула Астăвăмпа Мухтав çулталăкне халалларĕç. Тĕрлĕ акцисем ирттерчĕç маларах, конкурссем йĕркелерĕç, вăрçăра пулнисен сывлăхĕпе кăмăл-туйăмĕпе кăсăклансах тăчĕç. Шел, çĕршывра коронавирус сарăлнине пула Çĕнтерӳ уявĕн юбилейне паллă тăвассине кăçал урăхлатма тиврĕ. Халăх йышлă пухăнакан митингсем йĕркелемерĕç.

Апла пулин те, вăрçăра пуçне хунисене асăнса лартнă палăксем умне уйрăмăн-уйрăмăн чечексем хучĕç. Тăвай ялĕнчи Мухтав Монуменчĕ умне чечек кăшăлĕсем йăтнă ушкăн çитрĕ иртнĕ шăматкун, çу уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче, палăртнă вăхăт тĕлне. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке (сăн ӳкерчĕкре), районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Ефимов, Вольскри çар институчĕн курсанчĕ Даниил Павлов хучĕç малтанах чĕрĕ чечексемпе кăшăлĕсем.

Район администрацийĕн пуç-лăхĕн заместителĕ — информаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин та Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» обществăн генеральнăй директорĕ В.Иванов ячĕпе чечек кăшăлне Мухтав Монуменчĕ умне вырнаçтарчĕ.

Тăван çĕршыв Аслă вăрçин фрончĕсене паттăрлăх кăтартса пурнăçран уйрăлнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă уяврисем çакăн хыççăн. Владимир Алексеевичпа Юрий Алексеевич районта пурăнакансене тата хăнасене, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене Аслă Çĕнтерӳ 75 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă.

Çĕнтерӳпе вăрçă çинчен юрăсем янăранă, сăвăсем те вуланă çамрăксем. Культура çурчĕ умне, Тăвайри Ленин проспектне тĕслĕ ялавсемпе илемлетнĕ уявра.

Çын пухăнса тăрассинчен асăрханса, дистанцие пăхăнса районти ытти коллективсем, организацисемпе учрежденисем ячĕпе те чечек кăшăлĕсем хунă Монумент умне. Районти ялсенче пурăнакансем вырăнсенчи палăксем умĕнче хăйсен паттăрĕсемпе çывăх çыннисене чечексем хурса чысланă. Ытти мероприятисем онлайн-режимра иртнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика