АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас тухăçшăн вăй хураççĕ

15 мая 2020 г.

Пулас тухăçшăн вăй хураççĕ

Çурхи кун çулталăклăх тенине асра тытса ял ĕçченĕсем пулас тухăç никĕсне вăхăтра тата туллин хывса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

Çуракинче ан çывăр тесе ахальтен каламан ваттисем. Вăхăтра тунă ĕç хăйĕн пĕлтерĕшне нумай хут ӳстерет. Çавăншăн вăй хураççĕ те çурхи хĕрӳ кунсенче. Майăн 14-мĕшĕ тĕлне районти 10 хуçалăх çуракине ăнăçлă вĕçленине пĕлтерчĕç райадминистрацин АПК аталанăвĕпе экологи пайĕнче ĕçлекенсем. Вĕсем — ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем. Вĕсенчен пĕри — «Дружба» ЯХПК (ертӳçи И.В.Зубов). Кунта пĕрчĕллĕ çурхи тĕш тырă культурисене пурĕ 235 гектар акса хăварнă, çурхи тулă 90 гектар, урпа 120, сĕлĕ 25 гектар йышăннă. Вĕсемсĕр пуçне пĕр çул ӳсекен курăксене те 80 гектар вырăн панă. Пысăк тухăçшăн тимлесе, кĕршесем 18 тонна элита вăрлăх туяннă кăçал, çурхи тулăпа сĕлĕ вăрлăхĕсене çĕнетнĕ.

«Хучели» ООО кĕрхи тĕш тырă культурисене пĕтĕмпе 296 гектар акнă, çуракине вĕçленĕ, тулăпа урпа тата сĕлĕ акса хăварнă.

Борис Левкеевич Алексеев хресчен-фермер хуçалăхĕ те кĕске вăхăтрах 300 гектара яхăн тырă акма пултарнă. Çакна валли малтанах паха сортсен элита вăрлăхĕсене туянса хатĕрленĕ, пурĕ 26,7 тонна çурхи тулăпа урпа вăрлăхĕсем кӳрсе килнĕ. Кĕçех вĕсем пурте шăтса паркаланĕç, кăçалхи тухăçа хушĕç. Асăннă хресчен-фермер хуçалăхĕ хăш-пĕр çĕр ĕçлекенсене уйрăм культурăсен вăрлăхĕсемпе те тивĕçтернĕ.

С.К.Муханов, И.Г.Степанов, Л.В.Канясев, А.И.Гладков, В.П.Крас-нов, Д.Ю.Алексеев, Ю.М.Борисов хресчен-фермер хуçалăхĕсем те вĕçленĕ çурхи уй-хир ĕçĕсене.

Ыттисем те, кал-кал ĕçлесе пы-раççĕ. Андрей Николаевич Моряков хресчен-фермер хуçалăхĕ, сăмахран, 420 гектар тырă акнă майăн 14-мĕшĕ тĕлне. Унсăр пуçне нумай çул ӳсекен курăксем те 100 гектар хăй хальлĕн акса хăварнă. Фермер çулленех элита вăрлăхсем нумай туяннине палăртмалла. Çакăнсăр пуçне ял хуçалăх культурисене пĕтĕмпех минераллă удобренисем парса акать.

«Акконд-агро фирма» АО ку вăхăт тĕлне кĕрхи тĕш тырă культурисене 630 гектар ытла акма ĕлкĕрнĕ. Пĕтĕмпе вара вĕсене 1 пин гектартан кая мар лаптăкра туса илеççĕ. Ку вăхăт тĕлне çĕнĕрен 290 гектар люцерна та акса хăварнă, çакă вăл выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетекен хуçалăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен предприяти выльăх апачлĕх культурăсене хăй туса илет — люцерна-и вăл, фуражлăх тырă-и, силослăх кукуруза-и...

Ытти сахал мар хуçалăхра та çурхи уй-хир ĕçĕсем аван ӳсĕнсе пынине каларĕç районти АПК аталанăвĕпе экологи пайĕнче, хăшпĕ-рисене ятран-шывран та асăнчĕç. Пулас тухăçшăн, вăйлă тырпулшăн çапла кĕрешнине ырламалла кăна ĕнтĕ. Тырă-пулă, çăкăр — пирĕн пуянлăх.

Ĕнерхи кун тĕлне районĕпе 4810 гектар ытла пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем акса хăварнă, çакă вăл планăн 54 проценчĕпе танлашать. Çурхи тулă ку вăхăт тĕлне 1630 гектар, урпа 2570, сĕлĕ 648 гектар йышăннă. 640 гектар çине люцерна акнă. Пĕр çул ӳсекен курăксене хальлĕхе 430 гектар вырăн панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика