10 апреля 2020 г.
Хаклă ентешĕмсем, «Ял ĕçченĕ» хаçатра ĕçлекенсем, эпĕ çуралса ÿснĕ Чутей ялĕн çыннисем, унта пурăнакан тăвансем! Кăçал майăн 9-мĕшĕнче эпир пурте Аслă Çĕнтерÿ кунне 75-мĕш хут кĕтсе илетпĕр. Çак чаплă уява Раççей халăхĕ кăна мар, ытти çĕршывсенче те паллă тăваççĕ, мĕншĕн тесен нумайăшĕ совет халăхĕ вăйлă та тискер тăшмана çапса аркатнине, пĕтĕм тĕнчене фашизмран хăтарса хăварнине лайăх ăнланать. Тăван çĕршыва хÿтĕлесе миллионшар совет çынни пуçĕсене хучĕ.
Çакăн пек тискер вăрçă урăх нихăçан та ан пултăрах. Çав хăрушă çулсенче пулса иртнĕ самантсем мана паян кун та канăç памаççĕ, шухăшлаттараççĕ. Пирĕн, малалла пурăнаканнисен, вăрçăран каялла килейменнисене, унта шар курнисене тата тылра ырми-канми тăрăшнисене аса илсех тăрас пулать, вĕсене нихăçан та манма юрамасть.
Эпĕ çамрăк çын мар, вăрçă вăхăтĕнче çуралса, 75 çул тултартăм. Хама эпĕ телейлĕ çын тесе шутлатăп. 1943 çулта пирĕн атте, Куракин Роман Павлович, фронтран йывăр аманса киле таврăннă. Тепĕр çултан эпĕ çут тĕнчене килнĕ, ман хыççăн пирĕн çемьере тата 6 ача çуралнă. Пирĕн аттепе анне пурĕ 8 ача çуратса, пăхса ÿстернĕ.
Павел Петрович асаттепе Любук асанне вăрçă хирне 4 ывăлне ăсатнă. Вăл шутра — аттене, Николай, Якур тата Иван пиччесене. Виççĕшĕ вăрçăран каялла таврăнаççĕ, кĕçĕнни, Иван Куракин лейтенант, Смоленск таврашĕнче пуçне хурать.
Манăн тăван Чутей ялĕнчен иртнĕ вăрçа 261 çын тухса кайнă, çав шутра — 8 хĕр. Вĕсенчен 146-шĕ каялла килеймен. Ку вăл пирĕн ялшăн питĕ пысăк çухату. Мĕн чухлĕ çемье, ача-пăча тăлăха тăрса юлчĕç.
Тăвай районĕнчен вăрçа 5429 çын хутшăннă, вĕсенчен 3156-шĕ вăрçă хирĕнчен тухайман. Тăвай тăрăхĕ Совет Союзĕн икĕ Геройне çитĕн-терсе панă. Вĕсем — Петр Бухтуловпа Семен Коновалов. Хăш-пĕр çемьесенчен фронта 4—5 ытларах та çын тухса кайнă. Вулакансем пĕлеççĕ пулĕ-ха, Муркаш районĕнчи пĕр çемьерен ашшĕпе амăшĕ вăрçă хирне 8 ывăлне ăсатнă. Вĕсем Тăвайран пулмасан та, ку çемье çинчен пурин те пĕлмелле, чăвашсен кăна мар, Раççейĕ-пех.
Ку çемье Муркаш районĕн-чи Изедеркино ялĕнче пурăннă. Татьяна Николаевнăпа Алексей Илларионович 8 ывăл çуратса пăхса ÿстернĕ. Вăрçă пуçлансан саккăрăшне те фронта ăсатаççĕ. Акă вĕсем: Григорий, Александр, Родион, Флор, Михаил, Егор, Иван, чи кĕçĕнни — Павел. Вĕсенчен иккĕшĕ кăна (Александрпа Михаил) киле таврăннă, улттăшĕ вăрçă хирĕнче пуçĕсене хураççĕ. Пĕрремĕш хут вилнĕ хута кĕçĕн ывăлĕ Павел пирки илеççĕ ашшĕ-пе амăшĕ. Ун хыççăн аслă ывăлĕ Григорий Днепр юхан шывĕ урлă каçнă чухне паттăрлăх кăтартса пурнăçне панăшăн Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçет. Тата 4 хутчен килет вĕсен çемйине вилни çинчен пĕлтернĕ хут. Амăшĕ каланă тăрăх, вĕсем, малтанхи хутсене илсен, почтальонран хăракан пулаççĕ. Лешĕ те, çавăн пек хутсене пĕлсе çитнĕскер, конверта амăшне тыттарсанах, унтан хăвăртрах тухса кайма тăрăшнă. Хăрушă хыпарсем хыççăн ашшĕн чĕри тÿсеймен, вăл хăй те, пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен йывăр аманса килнĕскер, вăрçă чарăничченех çĕре кĕрет. Ăçтан чăттăр ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕн чĕри!?
Çак тĕлĕнмелле çемье пирки эпĕ Шупашкарти наци библиотекинче «Сыновья» кĕнекерен (1978 ç.) пĕлтĕм. Ăна Пĕтĕм тĕнчери историпе культура палăкĕсене упракан обществăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ хатĕрленĕ. Вăл кĕнеке пек мар, хут купăс майлă уçăлаканскер. Ăна уçса ярсан — пĕтĕм çемье те куç умĕнче. Кашни сăн ÿкерчĕк айĕнче унти çыннăн шăпи пирки çырса кăтартнă. Кĕнекене уçсанах, ман куçсенчен куççуль юхса анчĕ. Амăшĕ аса илсе каланисене вуласан, ĕсĕклесех йĕтĕм. Юрать-ха вуламалли пÿлĕмре эпĕ кĕтесре лартăм. Çавăнпа та ытти вулакансем мана асăрхасах каймарĕç пулас. Çав аса-илÿсенчен пĕринче амăшĕ хăйĕн ывăлне вăрçăран епле кĕтсе илнине каласа парать: «Пĕррехинче ялти çынсем манăн ывăл вăрçăран ялалла утса килнине пĕлтерчĕç. Вара эпĕ укăлчаран чупса тухса ăна хирĕç васкарăм. Тĕл пулсанах эпĕ ăна хыттăн чăмăртарăм, хам çине çĕклерĕм. Çавăн пек çĕклесе ял урамĕ тăрăх утрăм. Ывăлăм мана: «Анне, эсĕ мана çĕклесе пырса ан намăслантар-ха»,—терĕ. Эпĕ ăна: «Эсĕ — манăн ывăлăм, сана пĕчĕк чухне эпĕ пайтах çĕклесе çÿренĕ», терĕм.» Хăй вăл, пĕчĕк ача пекех, çăп-çăмăл, имшеркке, аманнă хыççăн сурансем ÿтне туртса илнĕ пулас»,— аса илет амăшĕ.
Çавăнпа та эпĕ тепĕр хут каласа хăварасшăн: çакă вăл тĕлĕнмелле хастар та паттăр çемье. Вĕсем çинчен пурин те пĕлмелле, вĕсене пирĕн нихăçан та манмалла мар, вĕсем Раççей историне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлмалла.
Хаклă ентешсем, эпĕ сире вăрçă вăхăтĕнче пирĕн чăваш çĕрĕнче тата тепĕр тĕлĕнмелле япала пулса иртни çинчен те çырса пĕлтересшĕн. Кун пирки, паллах, пурте пĕлмеççĕ. Вăрçă пуçланнă çул, ноябрĕн 4-мĕшĕнче, Шупашкар çине пĕр нимĕç самолечĕ 22 бомба пăрахса хăварать. Пĕр бомби халăх сучĕн икĕ хутлă çурчĕ çине ÿкет, унта 18 çын аманать. Темиçе бомба Ленин урамĕнче çурăлать, унта хула мунчи арканать тата 1 çын сурана пула вилет. 8 бомба Атăлăн сулахай çыранне тата 3 бомба Сосновка поселокĕ çине ÿкеççĕ. Атăл çине те 4 бомба пăрахаççĕ («Советская Чувашия» хаçат, 1998 ç. октябрĕн 29-мĕшĕ, 213 №).
Çак пулăм çинчен вăл вăхăтра тата кайран та питех шарламан. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, нимĕç самолечĕн Хусан кĕперне аркатмалла пулнă. Анчах та кĕпере вăйлă сыхланă пирки бомбăсене унта пăрахайман, Атăл тăрăх çÿлелле хăпарса Шупашкар çине тăкса хăварнă.
Вăрçă вăхăтĕнче темĕнле хăрушă самантсем те пулнă. Ун çинчен эпир пурне те пĕлме пултараймастпăр. Çавăнпа та çавнашкал тискер вăрçă пирĕн çĕр çинче урăх пулмалла мар. Хамăра хамăр тата Тăван çĕршыва хÿтĕлесе нумай ĕç тумалла, пикенсе ĕçлемелле.
Аслă Çĕнтерÿ уявне Тăвай районĕ аван кăтартусемпе кĕтсе илет. 2019 çулта районта 29 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Ун валли 18 миллион та 124 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Çав суммăна ача сачĕсене, шыв пăрăхĕсен системине, çул-йĕр юсама тăкакланă. Вăрçăран таврăнайман салтаксене асăнса уçнă палăксене çĕнетес пирки те чылай ĕç туса ирттернĕ. Маларах Тăвай—Канаш çулне çĕнетнĕ, Сала патĕнче çĕнĕ кĕпер тунă т.ыт.те.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Чутей тăрăхĕнче те улшăнусем пур. Тăвайпа Чутей ялĕсен хушшине нумаях пулмасть çĕнĕрен асфальт сарчĕç. 2018 çулта ялта çĕнĕ клуб уçрĕç. Маларах кир- пĕчрен чиркÿ туса лартрĕç.
Районăн ял хуçалăхне çĕк- леме «Акконд» кондитер фабрикин генеральнăй директорĕ Валерий Николаевич Иванов нумай вăй хурать. «Акконд» тăрăшнипе районта выльăх-чĕрлĕх комплексĕ ÿссе ларчĕ, сĕт юр-варне ĕçлесе хатĕрлекен цех уçăлчĕ.
Тăван районĕшĕн, ăна аталанма укçа-тенкĕ уйăрас пирки РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Ильич Черкесов та нумай ĕç тăвать. Вăл республикăри ĕçсене хутшăнсах тăрать. Вăл тăрăшнипех Шупашкарта иртнĕ çулта 3 ача сачĕ уçăлчĕ. Унччен Алькеш поселокĕнче питĕ пысăк ача сачĕ уçрĕç. Ытти енĕпе те пулăшать.
Аслă Çĕнтерÿ кунне анлăн кĕтсе илме манăн ентеш, симфони капеллине ертсе пыракан профессор, Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин та тăрăшсах хатĕрленет. Вăл Çĕнтерÿ кунне халалласа тĕрлĕ концертсем хатĕрлет.
Пирĕн тепĕр ентеш — филармони театрĕн директо- рĕ Николай Казаков Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей çулĕн-че филармони çуртне юсаса пĕтересси çинчен каларĕ. Кун пирки эпĕ унпа оперăпа балет театрĕнче Тăвай районĕн кунне уявланă чухне тĕл пулсан калаçнăччĕ.
Хаклă ентешсем, сире пурсăра та çитсе пыракан Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, пурнăçра лайăххине кăна сунатăп! Малашне пирĕн пурнăçра нихăçан та вăрçă таврашĕ ан пултăр. Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хÿ- тĕлесе хăварнă вăрçă пат-тăрĕсене вара яланах асра тытар.
Валерий КУРАКИН, шалти службăн отставкăри подполковникĕ.
Чутей ялĕ — Шупашкар хули.