АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле пухăнса хĕле ăсатрăмăр

13 марта 2020 г.

Пĕрле пухăнса хĕле ăсатрăмăр

Астăвăмпа мухтав çулталăкĕнче кăçал пуш уйăхĕн çиччĕмĕшĕнче район çыннисем пĕрле пухăнса хĕле ăсатрĕç, маттур хĕрарăмсене саламларĕç, çитĕнÿсем сунчĕç.

Тăвай енри культура çурчĕ умĕнче ирех шăплăх хускалчĕ. Суту-илÿ тумалли, вăйă-кулă, тĕрлĕ конкурс ирттермелли вырăнсене майлама пуçларĕç тивĕçлĕ çынсем. «Сывă-и, çуркунне?» тата «Сывă пул, хĕл» тесе çырнисене вырнаçтарчĕç, Хĕл карчăкĕ те пур ав, тата ытти те. Лапамра хаваслă кĕвĕ янăрама, сăмсана техĕмлĕ шашлăк тата сарă хĕвеле аса илтерекен пĕлĕм шăрши кăтăклама пуçларĕ. Çуллă икерчĕсен куравĕ пурне те килĕшрĕ, хĕрача сăнарне, чечексем тата ыттисене ăсталанă вĕсенчен районти библиотекăсенче ĕçлекен хĕрсем. Программăна ертсе пыракан А.Алексеева пухăннисене вĕри чейпе пĕлĕм тутанса пăхма сĕнчĕ кĕçех. Чылайăшĕ астиврĕ тутлă юр-вара. Н.Уськина, С.Константинова, Н.Камасева тата Л.Андреева хатĕрленĕ икерчĕсем чи те- хĕмлисем пулчĕç.

Сцена çине малтан ачасем улăхрĕç, пултарулăх коллективĕсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Унтан театрализациленĕ программа пуçланчĕ, хĕл хăй вырăнне хăварма шанчăклă çын шырама тытăнчĕ. Пĕри те тепри хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, анчах йышăнмарĕ вĕсене. Çуркуннене кăна ăшшăн кĕтсе илчĕ вăл.

—Юрату, шанчăк, çепĕçлĕх, тăрăшулăх туйăмĕсем ытларах хуçаланаççĕ çак кунсенче Тăвай енре. Эпир, арçынсем, сире тÿсĕмлĕхшĕн, ачасемшĕн, çемьери хăтлăхшăн, тивлетшĕн тав тăватпăр. Эсир çемье вучахне упратăр, çамрăк ăрăва лайăх воспитани парассишĕн тăрăшатăр, ĕçре тата обществăлла пурнăçра çитĕнÿсем тăватăр. Хăвăр яланах илемлĕ те çамрăк курăнатăр. Хаклă хĕрарăмсем, сире пурне те çуркуннехи пĕрремĕш уявпа саламлатăп. Çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ, телей- лĕ пулăр пурте,—терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке çакăн хыççăн.

Ял тăрăхĕсенчи клубсенче тăрăшакансем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма тухрĕç кĕçех сцена çине.

«Тăвайри кооператив» потребобщество киоскĕсем умĕнче çынсем хĕвĕшеççĕ кăна. Çăкăрпа булка изделийĕсем туянаççĕ, теприсем — шашлăк, виççĕмĕшсем ытти тавара хаклаççĕ.

Уйрăм çынсем те нумайăн тухнă суту-илÿ тума. Малтанхи çулсенчи пекех йывăç тураттисенчен тунă ручкăпа ытти япаласем сĕнекенсем те килнĕ уява. Пĕчĕккисем аттракционсем умĕнче тапăртатаççĕ. Батутпа чуччу çинче сиксе чылайччен кăмăлĕсене çĕклерĕç ачасем.

Кире пуканĕ йăтса хăйсен маттурлăхне кăтартакан спортсменсене те хавхалантарчĕç уяврисем çак кун. Алă вăйне виçекеннисем те çĕнтерме ăнтăлчĕç.

Çулăм çатăртатса çуннă май Хĕл карчăкки тĕрлĕ амака хăвалама пуçларĕ кĕçех. «Чир-чĕр кайтăр, чир-чĕр кайтăр!»—тесе кăшкăрчĕç хăш-пĕрисем çав самантра. Çулăмпа пĕрле хуйхă-суйхă, кÿренÿ, инкек аякри çула тухрĕç.

Çÿçеллĕ, илемлĕ чечеклĕ пысăк тутăр çыхнă хĕрсемпе хĕрарăмсенчен куç илес килмерĕ. Вĕсен пит-куçĕсем ăшă çуркунне пек хаваслăхпа йăлкăшрĕç. Район центрĕнчи культура çурчĕ умĕнче кĕвĕ çапла таврана чылайччен саланчĕ.

Уяв программине кăçал чăвашла йĕркеленине палăртса хăвармалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика