АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медальпе чысланă

20 февраля 2020 г.

Медальпе чысланă

Уçă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе, типтерлĕхĕпе, калаçма юратнипе палăрса тăрать Сăхăтпуç ялĕнче пурăнакан Зоя Михайловна Яковлева. Вăл тăван «Красный Октябрь» колхозра пилĕк авса пенсие тухнă, çуллен икĕ пай выльăх кăшманĕ, хăмла çитĕнтернĕ, хуçалăх уйĕпе йĕтемĕнче тăрăшнă. Кайран, тивĕçлĕ канăва тухсан, шкулта техничкăра ĕçленĕ чылай çул, унта та тăрăшулăхпа, çыпăçулăхпа, типтерлĕхĕпе палăрса тăнă. Çак паха енсем ăна пурнăç тăршшĕпех пулăшса пынă, ял-йышра ырă ят-сум кÿнĕ. Чунĕпе тарават кинемее ватти-вĕтти хисеплет.

Ултă ача, вĕсенчен пĕри хĕр, ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Зоя Михайловнапа мăшăрĕ. Шел, упăшкипе 22 çул кăна пĕрле пурăнма пÿрнĕ. Икĕ ывăлĕ тăван ялĕнче тĕпленнĕ пулсан, ыттисем — хулара. Хăй вăл кĕçĕн ывăлĕн, Аркадин, çемйипе йăпанса, савăнса пурăнать. Ывăлĕн хăйĕн икĕ ача: ывăлпа хĕр. Ывăлĕ, Саша, Росгвардие службăна кайиччен Чăваш патшалăх университетĕнче теплоэнергетике вĕреннĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарти «Хĕвел» предприятире ĕçлет. Хĕрĕ, Алиса, Канашри педколледж студентки. Мăнукĕсемшĕн хĕпĕртет ватă çын. Пурĕ вара унăн — 11 мăнукпа 13 кĕçĕн мăнук.

Нумаях пулмасть хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă Зоя Михайловна. Çак паллă датăпа ăна Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Ильич Захаров килне пырсах ăшшăн саламланă, Раççей Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн саламлă çырăвĕпе, «Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе — 75 çул» юбилей медалĕ тата "Тăвай районĕн хисеплĕ ветеранĕ" знакпа чысланă, парне панă, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав тунă, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ачисемпе çывăх çыннисен тимлĕхне суннă. Зоя Михайловна та хăй енчен парăмра юлман, ăшă сăмахсемшĕн, хăйĕншĕн çапла тимленĕшĕн Петр Ильича ытама илсех тав сăмахĕсем каланă, 90 çулхи юбилейне чунри хавхаланупа кĕтсе илнине пĕлтернĕ. Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхĕ ĕçе юратнинче тесе шутлать юбиляр. Паян кун та юр хырса сукмак хывма, чăх-чĕпе, кроликсене апат пама ăшталанать вăл. Пĕртте тăхăрвуннăра тееймĕн ăна. Çапла, кун-çулĕ сумлă та сулмаклă унăн, пурнăçăн анлă та вăрăм çулĕпе малашне те хальхи пекех сатур утмалла пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика