13 февраля 2020 г.
Чутей каччи Николай ялти сатур хĕрпе Валентинăпа 34 çул каялла пĕрлешсе йăва çавăрнă. Сăмахăм кунта Юркинсен туслă çемйи пирки пырать.
Кил хуçи, Николай Петрович, 1962 çулхи. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра вĕренсе специальноç илнĕ, 10 çул ферма заведующийĕнче ĕçленĕ. 1996 çултан Мускав енне стройка ĕçĕпе çÿреме пуçланă. Çурт-йĕр çавăрма укçи-тенки те ытларах кирлĕ пулнă. Пĕрлешÿл- лĕ хуçалăхĕсем те ун чухне саланма пуçланă. Хальхи вăхăтра 3 çул ĕнтĕ «Чутеевский» ЯХПКри йĕтем çинчи ĕçсемшĕн яваплăха туйса тăрăшать. Унăн аллинче тĕрлĕ оборудовани. Вĕсене çуракиччен хатĕррисен ретне лартмалла, хăшĕсене вырма çитиччен юсаса пĕтермелле. Ахальтен каламан: «Хĕлле урапа хатĕрле, çулла — çуна»,—тесе.
Мăшăрĕ Валентина Владимировна 8 класс пĕтерсен Канаш хулине çул тытнă, çĕвĕç ĕçне 3 çул вĕреннĕ. Алла илнĕ профессипе Чĕмпĕр хулинче ĕç çулне пуçăннă. «Кубнинский» совхозра Мускав филиалĕн çĕвĕ цехĕ уçăлсан ял хĕрĕ юратнă ĕçне кунта малалла тăснă. Ферма сукмакне те 15 çула яхăн такăрлатнă: доярка та пулнă, сыснасемпе пăрусем пăхнă. Нихăçан та йывăр ĕçрен пăрăнман. Паян Валентина Владимировна уй-хир бригадин бригадирĕ те, складсен заведующийĕ те.
Икĕ хĕр çитĕнтернĕ Юркинсем. Асли, Света, çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ. Канашри медучилище пĕтернĕ хыççăн аслă шкулта (РГСУ) пĕлĕвне ÿстернĕ. Травматологи уйрăмĕнче тăрăшать халĕ Светлана Николаевна. Çемьере икĕ хĕр пĕрчи ÿсет.
Кĕçĕн хĕрĕ Татьяна Чутей шкулĕн-чен ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Аслă пĕлÿллĕ çамрăк специалист çуралнă яла таврăннă. Вунă çул «Чутеевский» ЯХПКра тĕп бухгалтер ĕçне ăста туса пырать.
Çак ĕçчен те пултаруллă çемьере картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк. Кил-çуртне, хуралтисене чаплă çавăрнă. Иккĕшин те алли-ури ăста. Çемье пурнăçĕ шăкăл-шăкăл пулсан, ĕçĕсем те ăнăçса пыраççĕ ав.