01 января 2020 г.
Пирĕн умра — Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем. Çак тапхăрта эпир пурте иртсе кайнă çулталăка тишкерсе пĕтĕмлетӳсем тăватпăр, малашлăх валли çĕнĕ тĕллевсем кăларса тăрататпăр.
Пур çĕрте те çĕнĕлĕх варкăшĕ пурри сисĕнет халь. Пурнăç таппинчен юлмаççĕ Тăвай ен çыннисем те. Район адми-нистрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе ял ĕçченĕсен харсăрлăхĕ пирки сăмах пуçарнă пирĕн журналист.
—Владимир Алексеевич, хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ çитĕнӳсем пирки те калаçаççĕ. Пирĕн районта пурăнакансен те çакнашкал асра юлакан ӳсĕмсем пур ĕнтĕ, паллах?
—Лайăх ыйту. Ял хуçалăхне аталантарас тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕртаварăн, апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелес тĕлĕшпе йышăннă Чăваш Республикин патшалăх программин мероприятийĕ- сене ăнăçлă пурнăçлассишĕн тухăçлă ĕçлерĕмĕр. 34600 гектар таран ял хуçалăх çĕрĕсемлĕ муниципаллă районсем хушшинче 2019 çулта, чи лайăх производствăпа экономика кăтартăвĕсем туса, пирĕн район пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ, диплом тата 85 пин тенкĕ укçан преми парса хавхалантарчĕç. Тăвайсем ку енĕпе иккĕмĕш çул çĕнтерӳçĕ-сен йышне кĕчĕç. «Хресчен-фермер хуçалăхĕсем хушшинчи чи лайăх производствăпа экономика кăтартăвĕсем» номинацире выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри çитĕнӳсемшĕн Сергей Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă.
—Ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промыш-ленноçра тăрăшакансем савăнтараççĕ эппин?
—Кăçал Тăвай ен çыннисем ответлăха туйса вăй хучĕç. Районĕпе 24 ытла пин тонна е малтанхи çулхин 114 проценчĕ чухлĕ тырă пухса кĕртнĕ, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисен тухăçĕ ампар виçипе вăтамран 24,5 (республикăра — 27,8) центнерпа танлашнă. 540 тонна çĕрулми пухса кĕртнĕ. Пĕр условнăй выльăх пуçне 28 центнера яхăн апат единици хатĕрленĕ. Кашни ĕнерен çулталăкра сĕт сăвас кăтарту ултă пин килограмм урлă каçанă, 100 ĕне пуçне 80 пăру илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăхпа ĕнесен йышĕ чакман.
Районти промышленноç производствин таварĕсен калăпăшĕ 365,3 миллион тенкĕ-пе танлашнă, 2018 çулхине илсен 130 процент чухлĕ ку. 2019 çулта организацисен тавар çаврăнăшĕ 905 миллион тенкĕлĕх (145,3 процент) пулнă. Тĕп капитал инвестицийĕсен калăпăшĕ 174 миллион тенке (100, 7 процент) çитнĕ. Виçĕ инвестици проекчĕ пурнăçланнă, çĕнĕрен 11 ĕç вырăнĕ тунă.
—Сывлăх сыхлавĕнчи ĕçсемпе те интересленсех тăратăр пулĕ?
—Пирĕн районта пурăнакансене Тăвайри тĕп больница, пĕтĕмĕшле практикăлла врачăн 6 уйрăмĕ, фельдшерпа акушерăн 18 пункчĕ пулăшать. Тăвай енре пурĕ çĕнĕ 10 ФАП ĕçлет.
Сывлăх сыхлавĕнче 226 çын тăрăшать, 35 врач (вĕсенчен 31-шĕ больницăра) тата вăтам сыпăклă 119 ĕçчен.
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçласа 2024 çул валли çын ĕмĕрĕ вăтамран 78 çула çитмелле, 2030 çулта — 80 çула. Тĕп больницăна темиçе çул каялла тĕпрен юсанă. Кăçал Киччĕпе Ураскассинче çĕнĕ ФАП-сем çынсене тивĕçтерме пуçларĕç. Çĕнĕ оборудованисем туянаççĕ, мобильлĕ ФАП пур.
—Вĕрентӳ системинче лару-тăру епле?
—Районта «Паянхи шкул», «Пуласлăх вĕрентекенĕ», «Кашни ачан çитĕнĕвĕ», «Кашнин валли çĕнĕ мелсем», «Цифрăллă вĕренӳ лару-тăрăвĕ», «Ачаллă çемьесене пулăшасси», «Социаллă активлăх», «Çамрăк профессионалсем» регионри проектсем пурнăçа кĕреççĕ. Çавна май Тăвай енре «Ӳсĕмсен çулĕ» гуманитарипе цифра профилĕсен вĕренӳ центрĕ уçăлнă. Элпуçпе Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕсен çумĕсенче шкулчченхи учрежденисен ушкăнĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Енĕш Нăрвашри шкула тĕпрен юсанă. Тăрмăшпа Тăвай ялĕсенчи вĕренӳ çурчĕсен спортзалĕсене çĕнетнĕ. Ачасене лайăх воспитани пама пулăшакан центр йĕркеленĕ.
Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 10 шкулта 1508 ача вĕренет.
Шкулсен пурлăхпа техника базине çирĕплетсех пыратпăр.
Вунпĕр уйăхра районта пурĕ 68 ача çуралнă.
—Культурăна та айккине хăварар мар-ха...
—2019 çулта «Культура» наци проектне пурнăçа кĕртессипе тимленĕ. «Культура хутлăхĕ», «Творчество çыннисем», «Цифрăллă культура» регион проекчĕсем пирĕн районта та вăй илеççĕ. Енĕш Нăрвашри (2022 çулта) культура çуртне тĕпрен юсамалла, Нӳшкассинчи (2023), Çĕнĕ Ишпуçĕнчи (2024) клубсене çĕнĕрен тумалла. Çавăн пекех иккĕмĕш проекчĕпе пирĕн районти 5 специалист квалификацине ӳстерĕ. Культура сферинчи услугăсемпе тивĕçтерме цифра технологине ĕçе кĕртĕç виççĕмĕш проектпа.
— Кĕскен ытти кăтартусемпе паллаштараймăр-ши?
—Кăçал районта 2774,6 ытла тăв. метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тунă. 20 çамрăк çемьене пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшнă, Енĕш Нăрваша каякан çула тĕпрен çĕнетнĕ, хăш-пĕрисене юсанă. Ăпăр-тапăр пуçтарассине йĕркелеме площадкăсем тунă, ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пурĕ 624 контейнер вырнаçтарнă. ГТО нормине пурнăçлама пулăшакан оборудованисен (3 миллион тенкĕлĕх) лапамĕ тивĕçтерме пуçланă Тăвайри спорткомплексра.
—Владимир Алексеевич, умри тĕллевсене палăртай-мăр-ши тата?
—Çĕнĕ çулта Тăвай районне йĕркеленĕренпе 85 çул пулать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерӳ тунăранпа — 75 çул тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитет. Çак юбилейсене пирĕн лайăх çитĕнӳсемпе кĕтсе илмелле. Тăрмăшпа Тушкил шкулĕсене, Енĕш Нăрвашри халăх музейĕпе Тăвайри культура çуртне тĕпрен юсамалла, укçи-тенкине уйăрнă. Районти тасатакан сооруженин хăвачĕ начарланнипе тахçанах ыйту хускатаççĕ çынсем. Ку енĕпе пăр тапранчĕ, 2020 çулта асăннă объекта (51 миллион тенкĕлĕх) тума пуçлаççĕ. Çавăн пекех «Акконд-агро фирма» общество 350 пуç пăру, 400 пуç ĕне вырнаçмалăх витесем, 9 пин тонна тислĕк упрамалăх бетон лапам тума пуçласшăн çитес çул, «АККОНДМОЛОКО» обществăра склад тăвĕç.
Пуçарулăх бюджечĕн программине тĕпе хурса ял тăрăхĕсем 37 проект пурнăçлама конкурса документсем тăратнă. Тĕллевĕмĕрсем пысăк, пирĕн районăн ĕçчен çыннисемпе пурнăçлама пулать вĕсене. Халăх валли тăватпăр, вĕсемшĕн тăрăшатпăр, умри çула такăрлатса пырса малаллах каятпăр.
Самантпа усă курса Тăвай ен çыннисене çывхарса килекен уявсемпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, çĕнĕ çитĕнӳ-сем, иксĕлми телей сунатăп.