22 ноября 2019 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн ку эрнери черетсĕр ларăвĕнче республикăн 2019 çулхи бюджечĕн тупăш пайне пысăклатас ыйтăва пăхса тухнă.
Финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх, тупăш 1,1 млрд тенкĕлĕх пысăкланать. Çапла вара Правительство бюджетăн тупăш пайĕ 57,4 млрд тенкĕпе танлашассине ырларĕ. Асăннă хушăм, тĕпрен илсен, Мускав ĕç тăвакан влаç органĕсен кăтартăвĕсемшĕн хавхалантарма пама палăртакан трансфертсемпе сăлтавланнă.
Хушма укçана мĕнле тăкакласси паллă. Светлана Александровна муниципалитетсене паракан виçе палăрмаллах хушăнассине çирĕп-летрĕ. Бюджета «тÿрлетнĕ май» вĕсем картишсемпе тротуарсене йĕркене кĕртме 1,5 млрд тенкĕ илĕç. Тата 1 млрд ытла - вĕрентÿ, культура, спорт сферисенчи ĕçсене пурнăçлама.
Отрасльсене уйрăммăн пăхсан çакнашкал ÿкерчĕк сăнланать: вĕрентÿ валли уйăракан хушма укçа виçи - 299 млн тенкĕ ытларах, сывлăх сыхлавĕ валли - 13,5 млн., культурăна тĕревлеме - 51,6 млн. Çавăн пек пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшмалли виçе 306 млн тенкĕпе пысăкланать.
Кăçалхи бюджетран наци проекчĕсене пурнăçлама уйăракан укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 10,5 млрд тенкĕпе танлашĕ.