АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мировой судсене - 20 çул

22 ноября 2019 г.

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Раççейре мировой юстици кунне паллă тăваççĕ. Анчах мĕншĕн шăпах çак кун-ха/

Раççейре мировой юстици пуçласа II Александр патша вăхăтĕнче 1864 çулхи суд реформи майĕпе пулса кайнă. 1864 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче «суд уставĕсене» пичетлесе кăларнă, çĕнĕ мировой судсем кĕртнĕ. Мировой судьян тĕп тивĕçĕ енсене пĕр-пĕрин- пе килĕштерсе çураçу килĕшĕвĕ йышăнасси пулнă. Чĕрĕк ĕмĕр иртсен, мировой судсене пĕтернĕ.

Çĕнĕрен мировой судьясен институтне 1998 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнчи мировой судьясем çинчен» федераци законне йышăннă май туса хунă. Мировой юстици институне кĕртни икĕ питĕ кирлĕ ыйтăва татса памалла пулнă: судсене халăхпа çывхартса çынсене вĕсен ĕçне-хĕлне явăçтармалла тата район сучĕсене пысăк нагрузкăран хăтармалла пулнă.

Чăваш Республикинче мировой юстици институчĕ 2000 çултан вăй илме тытăннă: февралĕн 17-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕ «Чăваш Республикинчи мировой судьясем çинчен» Закон йышăннă тата ăна Чăваш республикин Президенчĕ мартăн 3-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче мировой судьясен йышне йĕркелессине малтисен шутĕнче вĕçлеме пултарнă.

2000 çулта Тăвай районĕнче те 1-мĕш номерлĕ суд участокĕ йĕркеленĕ. 2001 çулхи декабрьтен пуçласа 2003 çулхи августа кĕртсе мировой судья полномочийĕсене хальхи вăхăтра ЧР Вăрмар район сучĕн (Тăвайри уйрăмĕн) судйинче тăрăшакан Геннадий Андреевич Николаев пурнăçланă. 2003 çулхи ноябрьтен пуçласа 2017 çулхи декабрь вĕçлениччен мировой судьяра Маргарита Вениаминовна Николаева ĕçленĕ. Вăл та хальхи вăхăтра Вăрмар район сучĕн судйинче тăрăшать. 2018 çулхи июньтенпе Тăвай районĕнчи 1-мĕш номерлĕ суд участокĕнче мировой судья пулса Ольга Леонтьевна Шепилова ĕçлет.

Мировой судьян хăйĕн аппарат пур, унта суд ларăвĕн секретарĕ тата судьяна ĕçсене пăхса тухма пулăшакан çынсем - специалистсем кĕреççĕ.

Хальхи вăхăтра Тăвай районĕнчи 1-мĕш номерлĕ суд участокĕнче право ĕçне-хĕлне туллин те эффективлă пурнăçлама пур услови те туса хунă. Мировой судьяпа аппаратра ĕçлекенсене пурне те компьютер техникипе тивĕçтернĕ тата вĕсем информаципе право ресурсĕсемпе усă курма пултараççĕ.

2019 çулхи 9 уйăхра асăннă суд участокĕнче 17 уголовлă ĕçе, уголовлă суд ĕç йĕркипе 5 материала, 788 гражданла ĕçе, гражданла суд ĕç йĕркипе 56 материала, 443 административлă ĕçе тата ытти хăш-пĕр ĕçсене пăхса тухнă. Мировой судьясем граждансен прависене хÿтĕлессипе, енсене çураçулăх килĕшĕвĕ кÿрессипе пысăк ĕç тăваççĕ. Мировой судьясен ĕçĕ кăткăс та пысăк яваплă.

Раççей Федерацийĕн мировой юстицине туса хунăранпа 20 çул çитнĕ май, Тăвайри 1-мĕш номерлĕ суд участокĕн мировой судйине О.Л.Шепилована, унпа пĕр тытăмра ĕçлекенсене тата малтанхи вăхăтра мировой судьяра тăрăшнисене пурне те çирĕп вăй-хал, профессиллĕ ăсталăхпа ăнăçусем сунас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика