22 ноября 2019 г.
Чăваш Республикин Вĕрентÿ институтĕнче «Çĕнĕ идейăсем» ятлă методика материалĕсен конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысланă. Ăна воспитани тытăмĕнче ăнăçлă ĕçлекен педагогсене пулăшас, вĕсен çитĕнĕвĕсене сарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Республикăри 26 районтан 1106 педагог хутшăннă унта. Тăвай ялĕнчи «Асамат кĕперĕ» ача садĕнчен 6 ĕçчен хăйсен ĕçĕсене тăратнă, иккĕшĕ виççĕмĕш вырăн йышăнса призерсен шутне кĕнĕ.
Лариса Владимировна Фомина воспитательницăпа Ольга Владимировна Андреева мусăкçăна (сăн ÿкерчĕк-ре варринче) Вĕрентÿ институчĕн ăс-хакăлпа нравственноç аталанăвĕн центрĕн заведующийĕ С.П.Руссков, ыттисем саламланă.