22 ноября 2019 г.
Çак кунсенче Ураскассинчи культура çуртĕнче ял халăхĕн пухăвĕ иртрĕ. Унта пăхса тухнă тĕп ыйту пуçаруллă бюджет мелĕпе усă курса ял урамĕ-сенчен пĕрне хытă сийлĕ çул сарасси пулчĕ.
Пухăва Элпуç ял тăрăхĕн пуç-лăхĕ А.М.Гаврилов, ял старости В.Н.Никифоров йĕркелесе пычĕç. Ял халăхĕ сĕнĕве сÿтсе явса программăна хутшăнма килĕшрĕ, харпăр хăй хуçалăхĕнчен май килнĕ таран пулăшма йышăнчĕ. Ку ĕçе пурнăçлама кирлĕ укçа-тенкĕн пысăкрах пайне, паллах ĕнтĕ, республика тата район бюджечĕсенчен уйăраççĕ.
Палăртма кăмăллă, Ураскасси ялĕнче çул-йĕр ыйтăвĕ тĕп вырăнта. Çулсеренех 1-2 урама юсаса йĕркене кĕртсе пыраççĕ. Ытларах чух нимелле ĕçлесе пурнăçланă ăна. Кăçал та, акă, Владимир Никифоров староста тăрăшнипе икĕ урамри çула çапла майпа хытарса тикĕслеме пултарчĕç.