АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Амăшĕн телейлĕ пулмалла»

22 ноября 2019 г.

«Амăшĕн телейлĕ пулмалла»

«Кашни çемьере анне - кил ăшшине сыхлаканĕ, вăлах пурнăç йĕркине, йăла-йĕркене тытса пырать. Ача амăшĕсен тава тивĕçлĕ ĕçĕсене пысăка хурса хаклатпăр эпир»,-тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.

Анне кунне пирĕн çĕршывра çуллен чÿк уйăхĕн тăваттăмĕш вырсарни кунĕнче уявлаççĕ. Çавăнпа нумаях пулмасть Тăвайри нумай ачаллă Петровсен çемйинче пултăм.

-Анне, аннем, аннеçĕм, эпĕ паян шкулта пиллĕк паллă илтĕм,-алăка уçнă уçманах çывăх çыннине ырă хыпар пĕлтерчĕ вăрăм çивĕтлĕ хĕрача.

-Маттур, савăнтаратăн, яланах çапла лайăх вĕрен, ăслă çын пул,-сăмах хушрĕ пилĕк уйăхри ачана утьăкка сиктерекен.

-Анне, эпĕ апат çирĕм, чашăк-кашăксене çуса хутăм,-пирĕн калаçăва хутшăнчĕ хура куçлă, вăтам пÿллĕ çамрăк.

-Юрать, киле панă ĕçсене ту эппин,-терĕ хĕрарăм. Чи пĕчĕкки те аслисенчен юласшăн пулмарĕ, ахăртнех, унăн пит-куçĕнче йăлтăр кулă палăрчĕ.

Амăшĕпе ачисен чĕвĕлтетĕвĕ манăн кăмăл-туйăма та самаях çĕклерĕ. Çакнашкал хаваслă лару-тăру куллен хуçаланть ĕнтĕ Тăвайри виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте йăва çавăрнă Ирина Анатольевнапа Андрей Васильевич Петровсен çемйинче.

-Паянхи амăшĕн мĕнле пулмалла-ши/-сăмахăма малалла тăсрăм кил хуçи арăмĕпе.

Самантлăха шухăша путрĕ хĕрарăм, ачисене пăхса илчĕ.

-Ырă кăмăллă, лăпкă, телейлĕ пулмалла. Кÿршĕсемпе туслă пурăнмалла. Çемьере кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, мăшăра хисеплемелле, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, ĕçе юратмалла, - пулчĕ хурав.

Кармал ялĕнче çуралса ÿснĕ Ирина Анатольевна. Тăван ялти шкулта тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн Тĕмере çул тытнă. Аттестатлă пулсан Шупашкарти кооператив техникумĕн алăкĕсене уçнă. Ятарлă вăтам пĕлÿпе тăван ене таврăннă. «Тăвайри кооператив» потребобществăра бухгалтерта вăй хума тытăннă. Ĕçленĕ вăхăтрах заочно майпа пĕлĕвне ÿстернĕ, аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăнă.

2000 çулта пĕр ял каччипе Андрей Васильевичпа çемье чăмăртанă.

-Ĕçсĕр ларма юратмасть вăл ман. Водитель те, сварщик те, строитель те. Лайăх ашшĕ те, ачасене урок тума пулăшать, халь хăйĕн ашшĕне, Василий Никандровича пăхать. Çемьешĕн тăрăшать, малтан Мускава ĕçлеме çÿренĕ,-шухăшне пĕлтерет И.Петрова.

Вĕсен аслă ачи Надежда ятлă. Чăваш патшалăх университетĕнче наука тĕнчине штурмлама пуçланă кăçал. Çавăнпа килте çукчĕ. Ывăлĕ - Егор, 7-мĕш класра вĕренет. Амăшне пиллĕк паллă илни пирки савăнса пĕлтерекенни вара - Вера, тăваттăмĕш класри пĕлÿ тĕнчипе утать. Чи пĕчĕккине София ят панă Петровсем, вăл кăçал çуралнă.

Ку кил-йыш пурнăç условийĕсене 2007 çулта лайăхлатнă, хваттер илнĕ. Раççейри амăшлăх капиталĕпе усă курнă. Нумай ачаллă çемье пулнипе çирĕплетекен удостоверениллĕ пулайман-ха.

Шел, çемье пуçĕпе, Андрей Васильевичпа тĕл пулма май килмерĕ. Амăшĕн кунне хаваслă лару-тăрура кĕтсе илме сĕнсе сывпуллашрăм ырă ĕмĕтлĕ çемьепе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика