АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Сывлăх ылтăнран та хаклă»

22 ноября 2019 г.

«Сывлăх ылтăнран та хаклă»

Хальхи вăхăтра «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акци пырать. Унта хутшăнса ачасен сывлăхне упрас тата тĕрĕс-тĕ-кел çитĕнтерес тесе Элпуç шкулĕнче те чылай ĕç туса ирттерчĕç.

Вĕрентекенсем кашни класрах «Сывă çыншăн пурте ырă!» класс сехечĕсем ирттерчĕç, наркотикла хатĕрсен, пируспа эрех-сăра сиенĕ çинчен калаçрĕç, викторинăсем, тĕрлĕрен конкурссем ирттерчĕç. Уйрăмах «Сывлăх ылтăнран та хаклă» ÿкерчĕк-сен конкурсне ачасем хастар хутшăнчĕç. Шкулта вĕсен ÿкерчĕкĕсенчен «Сывлăх ылтăнран та хаклă» курав йĕркелерĕç. Унта мала тухнисене палăртнă ĕнтĕ.

Сывлăха çирĕплетме уйрăмах спорт ăмăртăвĕсем пулăшаççĕ. Вĕренекенсем уйăхлăх вăхăтĕнче те шкулта иртнĕ тĕрлĕ-рен ăмăртусене хастар хутшăнчĕç. Уроксем хыççăн секцисене те йышлăн çÿреççĕ: самбо, волейбол, футбол, шашка-шахмат тата ытти те.

Наркотик çинчен йĕркеленĕ калаçăва ачасем хастар хутшăнчĕç. Маларах çак темăна вĕсен ашшĕ-амăшĕпе пухура хускатнăччĕ.

Уйăхлăх вĕçленмен-ха, шкулта сывлăха çирĕплетмелли мероприятисем татах ирттерме палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика