22 ноября 2019 г.
Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача садĕнче вăтам ушкăна çÿрекенсемпе çул çинче пулма пултаракан инкексенчен асăрхаттарас тĕллевпе калаçу йĕркеленĕ.
«Çул çинче çутатакан хатĕрсемпе усă курни инкексенчен сыхланма пулăшать,-тенĕ Ирина Валерьевна воспитательница.- Ачасен тумĕ çинчи фликерсене водительсем аякранах асăрхама пултараççĕ. Уйрăмах тĕттĕм тата йĕпе-сапаллă вăхăтсенче çул çинче тимлĕ пулмалла, çул хĕррипе утмалла мар. Водительсемпе çуран çÿрекенсем пĕр-пĕрне хисеплени çул-йĕре лăпкăлăхпа тивĕçтерĕ». Мĕн каланине ăша хывма тăрăшрĕç шăпăрлансем.
Мероприяти вĕçĕнче воспитательница кашнинех фликер смайликсем парнелерĕ. Ачасем кăмăллă юлчĕç.