АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьен лаша ферминче

15 ноября 2019 г.

Çемьен лаша ферминче

2019 çулта конкурслă суйлавпа çемьен выльăх-чĕрлĕх фермисене аталантарма паракан патшалăх пулăшăвне - гранта Тушкил ялĕнчи Андрей Моряков çемье ферми илме тивĕçлĕ пулни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Çук, ĕне-выльăх е качака усрамасть Андрей Николаевич. Вăл хальхи вăхăтра пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан выльăх - лаша ĕрчетет.

Çакна валли малтан ятарласа витесене юсаса лайăхлатнă, тăррисене çĕнĕрен витнĕ, аслăксем тунă, бетонран картасем çавăрнă, шыв пухăнмалли тата ĕçмелли вырăнсем тунă, площадкăна тикĕсленĕ. Утă-улăм çуллах çителĕклĕ хатĕрлесе хунă, вĕсене вите çывăхне шаршанласа купаланă, типтерлĕ упранаççĕ халь. Утă-улăма хăй туса илет фермер. Тырă-пулă та нумай лаптăкра çитĕнет унăн. Кăçал элита вăрлăхсемпех акса турĕ вĕсене. Кĕр çитсен, начар мар тухăç пухса кĕртрĕ. Малашне выльăх апачлĕх курăксен лаптăкне ÿстерес пирки те çирĕппĕн шухăшлать.

Паянхи кун 19 пуç лаша çемье фермин. Çак шутра хăмламаллисем пур, пĕр ăйăр, ыттисем ашлăх йăхрисем.

Вĕсене пурне те Марий Элри «Семеновский» ăрат завочĕ хупă акционерлă обществăн Кузнецово ялĕнчи конюшнинчен илсе килнĕ. Предприяти питĕ пысăк. Ăратлăх ĕçĕсĕр пуçне унта выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ те нумай туса илеççĕ. Çемье ферминче Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствипе тунă килĕшÿ-пе пулса пырать лаша ĕрчетесси. Пилĕк çул хушшинче кĕтÿ йышне вунă хут пысăклатма ĕмĕтленет Андрей Николаевич. Çакăн пек тĕллев картса хунă вăл. Пархатарлă ĕçре ăна яланхи пекех мă-шăрĕпе ывăлĕсем пулăшĕç. Вĕсем нихăшĕ те ял ĕçĕнчен ютшăнмаççĕ, пĕрле канашласа тăваççĕ, кашниех ферма аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывма хатĕр.

Лашасем (сăн ÿкерчĕкре) çĕнĕ вырăнта, çĕнĕ хуçа аллинче хăйсене ирĕклĕ, лайăх туяççĕ, апата кăмăлласа çиеççĕ, йăлтăркка самăр, кĕтĕве вăй хушаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика