АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналистсемпе тĕл пулнă

15 ноября 2019 г.

Ĕнер Шупашкарта Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри тĕрлĕ изданисен журналисчĕсемпе уçă калаçу ирттернĕ, унта массăллă информаци хатĕрĕсен 35 ытла представителĕ пулнă.

Михаил Игнатьев регионăн кăçалхи 10 уйăхри экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсем çинчен каласа панă. Тĕп кăтартусем çакăн пек: промышленноç производствин индексĕ 104,8 процентпа танлашнă. Пур категорири ял хуçалăх продукцийĕ - 102 процент. Ваккăн суту-илÿ çаврăнăшĕ - 104 процент. Çулталăк итогĕсемпе пурăнмалли çуртсене ĕçе кĕртесси 107 процент шайĕнчен кая мар пулмалла. «Пирĕн пĕрлехи пĕтĕм ĕç-хĕлĕмĕр халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатасси пулса тăрать»,-палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

«Чăвашкредитпромбанкпа» пулса тăнă лару-тăрупа нумай ыйту пулнă. Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсем çине уçăмлă хуравсем пама тăрăшнă. Журналистсем республикăри сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче медицина работникĕсем çитменнине те асăннă. Ку вăхăт тĕлне 385 çын çитмест. Çамрăк специалистсене ĕçе явăçтарас тĕллевпе ЧР сывлăх сыхлав Министерстви 70 ытла студентпа тĕллевлĕ вĕрентес ыйтупа килĕшÿсем тунă тата ытти те.

Пирĕн районти сывлăх сыхлавĕнче те чылай специалист çитмест. Çакăн пек килĕшÿ туни çамрăк врачсемпе медсестрасене ялтах тĕпленсе, ĕçлесе пурăнма хистĕ.

Хулари библиотекăсене оптимизаци тăвас ыйтăва хускатнă май, Михаил Игнатьев ăна çак уйăхăн 13-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухнине каланă. Библиотека тытăмне модернизацилени услугăсен переченьне сарма май памалла.

«Пирĕн библиотекăсене хупма пачах та тĕллев çук. Вулакансем яланах пулнă, вĕсене валли хăтлă условисем туса памалла»,- тенĕ республика ертÿçи.

Журналистсем ытти чылай ыйтăва та хускатнă. Икĕ сехете яхăн тăсăлнă калаçура регион ертÿçи чи актуаллă ыйтусемпе журналистсем панă 20 ытла ыйтăва хуравланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика