АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мучарта - престол уявĕ

15 ноября 2019 г.

Мучарта - престол уявĕ

Мучар ялĕнчи православи чиркĕвĕнчен аяларах çăл шывĕ юхса выртать. Кăçал сентябрь пуçламăшĕнче унта «Геолог» организацийĕнче ĕçлекенсем шыва кĕмелли купель тума пуçларĕç. Октябрь çурринче ĕçсене вĕçлерĕç те (сăн ÿкеречĕкре). Çынсем малтан ку тĕллеве пурнăçлама укçа пуçтарнă, республикăран та уйăрнă укçа-тенкĕ çакна валли. Халĕ туса пĕтернĕ хыççăн кунта ял çыннисем тăтăшах килсе çÿреççĕ, телефонпа

ÿкерсе илеççĕ. Хулара та кун пекки çук пулĕ. Дивеевăри проектпа тунă иккен ăна строительсем. Н.Афонин, А.Суркин, В.Николаев, А.Походкин строительсене тав тăвать ял халăхĕ.

Чиркĕве хальхи вăхăтра вутăпа хутса ăшăтаççĕ. Газ кĕртесшĕн, çуртне купаласа лартнă. Çанталăк лайăх тăрсан, туса пĕтереççĕ кĕçех.

Купель йĕри-тавра çÿп-çапа тасатнă. Кунта йывăçсем лартнă, чечек тĕмĕсене те вырнаçтарнă. Ял тăрăхĕнче, клубра, библиотекăра ĕçлекенсем пурте пĕрле тăрăшнă ку енĕпе.

Ĕнер Космапа Дамиан ячĕллĕ Мучар чиркĕвĕнче престол уявĕ пулчĕ. Ĕненекенсем таврари чылай ялтан килнĕ. Службăна ирттерме Роман аттепе пĕрле Канашран Владимир атте, Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнчен Вадим аттепе Тăрмăшран Леонид атте, Иоанн архидъякон хутшăннă. Çак кунах купеле сăвапланă. Нумайăшĕ шыва кĕрсе тасалнă.

2020 çулта Мучар чиркĕвĕ 200 çул тултарать. Вăл районти чи ватă чиркÿ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика