15 ноября 2019 г.
Чăваш Республикинче «Демографи» наци проектне пурнăçа кĕртессишĕн тимлесе çынсен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатма, аслă ăрурисем вилеслĕхне чакарма, ачасем çураласлăхне ÿстерме, физкультурăпа, спортпа туслисен йышне пысăклатма палăртнă.
Кăçал вунă уйăхра районти ЗАГС уйрăмĕ 64 ача (2018 ç. - 97) çуралнине регистрациленĕ. Асăннă тапхăрта 221 çын (2018 ç. - 176) пирĕнтен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайнă, 113 арçын тата 108 хĕрарăм.
Çĕнĕ çемье çавăрнă пулăмăн кăтартăвĕсем пĕчĕкрех пĕлтĕр-хинчен, 46-53. 24 çемье (2018 ç. - 28) арканни шухăшлаттарать. Ашшĕ кам пулнине палăртасси пĕлтĕрхинчен нумайланнă - 19 (15). Виçĕ (4) çын ятне улăштарнă.
Вунă уйăхра пирĕн йыша 35 арçын ачапа 29 хĕрача хушăннă. 17 çемье пĕрремĕш ачапа йышлăланнă, 16-шĕнче - иккĕмĕш, çирĕм икĕ çемьере виççĕмĕш ача çуралнă. Ултă кил-йышра тăваттăмĕш ача çут тĕнчене килнĕ, виççĕшĕнче - пиллĕкĕмĕш ача.