АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ал ĕç ăстисен «Тĕпел» клубĕн юбилейĕнче

15 ноября 2019 г.

Çак кунсенче Енĕш Нăрвашри ал ĕç ăсти хĕрарăмсен «Тĕпел» клубĕ 10 çулхи юбилейне паллă турĕ. Клуба çÿрекенсен йышĕ пĕчĕк мар - çирĕм-çирĕм пилĕк çын таранах пухăнаççĕ ал ĕç ăстисем. Вĕсем илеме хаклаççĕ кăна мар, ăна хăйсен аллипе тума пултараççĕ. Вĕсен ăсталăхĕ виçесĕр тата çав пуянлăха пĕр-пĕрне пама та пĕлеççĕ. Çав вăхăтрах «Тĕпел» клубĕн членĕсем юрра-ташша та ăста, тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Вĕсен чи лайăх ал ĕç ĕçĕсем район тата республика шайĕнчи конкурссемпе куравсенче палăраççĕ, дипломсемпе грамотăсене тивĕçеççĕ, куракансен чун-чĕрине тыткăнлаççĕ. Прессăра та пĕрре кăна мар çутатнă клубăн пархатарлă ĕçне-хĕлне.

Юбилей тĕлне библиотекăра унăн заведующийĕ Зоя Витальевна Мижеева тăрăшнипе сăн ÿкерчĕксемпе статьясенчен «Пире 10 çул!» ятарлă стенд туса хатĕрленĕ. Пирĕн «Тĕпел» клуб шăпах асăннă библиотека çумĕнче йĕркеленнĕ тата малалла та вăй илсе-аталанса пырать.

Юбилее пурте пĕрле ирттертĕмĕр, саламсем те, парнесемпе ĕçме-çиме те пулчĕ. Культура çурчĕн ĕçченĕсем юбилей торчĕпе сăйларĕç, музыка саламĕ те янăрарĕ. Юбилейпе «Тĕпел» клуб ĕçченĕсене Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Сергеева саламларĕ, малашлăхра ăнăçусем сунчĕ, клуба тата унăн уйрăмах пуçаруллă членĕсене тав çырăвĕсем пачĕ. Ялти музей директорĕ Владимир Петров та ăшă сăмахсем каларĕ, юбилей стендне музее управа пама сĕнчĕ.

Юбилей каçĕ сĕтел хушшинче пурте пĕрле чей ĕçнипе вĕçленчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика