АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрехсĕр пурнăç илемлĕрех

15 ноября 2019 г.

Эрехпе табак - сывлăх тăшманĕсем. Çакна эрехçĕсемпе пирус туртакансем хăйсем те хирĕçлемеççĕ. Çĕршывĕпе эрех кÿрекен сиене шутласа кăларма ахăртнех май çук-тăр. Эрех ĕçнипе çемьесем арканаççĕ, ачасем чирлĕ çуралаççĕ, çыннăн ĕмĕрĕ кĕскелет...

Статистика даннăйĕсем ĕçекенсем хушшинче вилекенсен хисепĕ пысăк пулнине кăтартса параççĕ. Çынсем патшалăх туса кăларакан спирт-эрехсĕр пуçне, сăмакун, пăрака, тĕрлĕ суррогатсем, техника спирчĕ тата ытти тем-тепĕр ĕçеççĕ. Нивушлĕ çавăн пекех халсăр эпир черкке умĕнче? Нивушлĕ хамăра-хамăр çав таранах хисеплеместпĕр? «Хăй вăхăтĕнче тоннипех ĕçнĕ çав эпĕ эрехе»,-терĕ сĕт машинипе куллен обрат валеçсе çÿренĕ водитель. Çук, пĕртте мухтанас шухăшпа каламарĕ вăл çакна. Халĕ тăтăшах больницăра сипленме тивет те унăн, çакăн патне хăйне нимрен ытла эрех çитернине кая юлса пулин те ăнланса илнĕ вăл. Ÿкĕнмеллипех ÿкĕнет çав вăхăтшăн. «Эрех кÿпсе тултарнипе машина кабининче те пайтах çывăрнă. Тьфу. Ма пăртак ăс пулман-ши? Пирусне те мăкăрлантарнă эрех ĕçнĕ хушăра. Мĕншĕн маларах вăй çитереймен-ши çав усал хăнăхусенчен хăтăлма/ Кăмăл çирĕплĕхĕ кăна кирлĕ пулнă ĕнтĕ»,-тĕлкĕшет, вĕриленет халь çав тĕлсĕр, шухăшсăр пурăннă вăхăтсене куç умне кăларса. «Милицисем те чарман çав çул çинче, пурне те обрат кирлĕ пулнă»,-терĕ пăртакран.

Телее, çул çинче инкек таврашĕ пулман унăн машинăпа. Водительте ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. Халĕ ĕнтĕ нумайранпа ĕçкĕпе иртĕхмест. Хисепсĕр çын мар вăл, пĕри те пĕри хаваспа алă параççĕ ăна, сывлăх сунаççĕ, çемйи, пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлеççĕ. Хам та чылайранпа пĕлетĕп ăна. Ырă кăмăллă, ÿркенмен çын вăл. Ялан тенĕ пекех ăшă кулăпа, çынна ырă сунса калаçать. Килĕнче те тăнăçлăх хуçаланать. Çăмăл машина, мотоблок пур. Пурнăç ав эрехпе пируссăрах пин-пин хут илемлĕрех. Эпир вара, çамрăкрах чухне, хамăр ухмаххипе пуласлăх пирки тарăннăн шухăшлама пĕлместпĕр, хамăра шухă тытатпăр, сахал мар чухне хамăрăн ĕмĕре хамăр кĕскететпĕр. «Халь пулсан, вăй-хал çитерсе, пурне те эрех-табака пуç тайма пăрахма суннă пулăттăм. Пуç тавра лайăх тарăннăн шухăшламалла та, ĕмĕрлĕхе пăрахмалла вĕсемпе туслашма. Вĕсем вĕт, чăннипе, пирĕн тăшмансем»,-чĕререн каларĕ çак сăмахсене эпĕ пĕлекен çыннăм.

Мăнукĕсем ÿсеççĕ унăн, вĕсемшĕн савăнать вăл. Ялта та, хулара та пур вĕсем унăн. «Каникул вĕçленчĕ те, ĕнер хуларан яла канма килнĕскер пуйăспа лартса ятăм. Тав тума та ăс çитерчĕç, шăпăрлансем, хăйсемшĕн тăрăшнăшăн»,-терĕ савăнăçлăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика