15 ноября 2019 г.
Раççейре наркотикла япаласемпе усă курассине хирĕçлекен «Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер» акци пуçланнă чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче. Вунă куна, чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕччен тăсăлать вăл. Çак тапхăрта ялсенче пурăнакансем ячĕсемпе хушамачĕсене кăтартмасăр (анонимлă) наркотик сутакансемпе çав киревсĕр япаласемпе усă куракансем пирки пĕлтерме пултараççĕ.
«Наркотиксене çул çук,-тетпĕр эпир» темăпа калаçу ирттернĕ Сăхăтпуçĕнчи культура çуртĕнче. Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, наркотикпе пируссăр, алкогольсĕр пурăнма, харпăр хăй сывлăхĕшĕн тимлеме сĕннĕ. «Наркотикла япаласем спорта юратма, сывă кĕлеткеллĕ, телейлĕ пулма ан чăрмантарччăр»,-тенĕ юлашкинчен калаçăва хутшăннисем.