08 ноября 2019 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2018 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче ял хуçалăхне аталантарас тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕртаварăн, апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелес тĕлĕшпе йышăннă Чăваш Республикин патшалăх программин мероприятийĕсене ăнăçлă пурнăçлассишĕн тухăçлă ĕçлесе тата 34600 гектар таран ял хуçалăх çĕрĕсемлĕ муниципаллă районсем хушшинче 2019 çулта чи лайăх производствăпа экономика кăтартăвĕсем туса Тăвай районĕ пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ, ăна диплом тата 85 пин тенкĕ укçан преми парса хавхалантарнă.
Экономика ăмăртăвĕнчи «Хресчен-фермер хуçалăхĕсем хушшинчи чи лайăх производствăпа экономика кăтартăвĕсем» номинацире выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри çитĕнÿсемшĕн Сергей Разинович Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă.