АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Искусствăсен каçĕнче

08 ноября 2019 г.

Искусствăсен каçĕнче

Тăвайри тĕп библиотека чÿк уйăхĕн пĕрремĕшĕнче искусствăна юратакансене ырă сунса кĕтсе илчĕ. Район центрĕн хăнисемпе унта пурăнакансем валли библиотекарьсем интереслĕ тата пуян программа хатĕрленĕ. Унта хутшăнакансем (сăн ÿкерчĕкре) искусствăсен каçĕн илемĕпе киленчĕç, унăн вăрттăнлăхĕпе кăсăкланчĕç, театрпа вулав тата кĕнекесен тĕнчисемпе çулçÿреве тухрĕç. Программăна Альбина Валерияновна Андреева библиотекарь ертсе пычĕ.

2019 çула Театр çулталăкне халалланă. Çавна май искусствăсен каçне пухăннисем актера, драматурга, режиссера, куçаруçа, СССР Писательсен Союзĕн членне, «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артист» (1972 ç.), «Чăваш АССР халăх артисчĕ» (1976 ç.), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ» (1982 ç.) хисеплĕ ятсене илнĕ маттур çынна, К.С.Станиславский ячĕллĕ РСФСР Патшалăх премийĕн лауреатне (1971), Геннадий Терентьевич Терентьева аса илчĕç. Пирĕн районти Кивĕ Пуянкассинче çуралнă вăл. Унăн пĕр тăванĕн хĕрĕсем, Лирăпа Лина Владиленовнасем, чаплă артист пурнăçĕнчи хăш-пĕр саманчĕсене аса илчĕç.

Г.Терентьев тăрăшнипе Тăвай енре пуçласа Чăваш академи драма театрĕн филиалне йĕркеленĕ, вăл 10 çул унăн обществăлла директорĕ пулнă. Филиал ял çыннисен культурине çĕклес, канăвне йĕркелес енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Унăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕччĕ. Геннадий Терентьевич - ăста вăйăç, халăхра килĕштерекен «Ухтер мучи юррисем» радио-телепостановка авторĕ, радиопа телевиденире литература передачисене, кинодубляжсене тăтăшах хутшăннă, илемлĕ сассипе итлекене тыткăнланă. Вăл -«Энĕш хĕрринче», «Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере» кĕнекесен авторĕ, 2004 çулта унăн асаилĕвĕсен пĕрремĕш кĕнеки «Чуна уçса калаçни» ятпа пичетленсе тухнă.

Пурнăçне литературăпа çыхăнтарнă «Ял ĕçченĕ» хаçат журналисчĕ Альбина Александровна Никитина та хаваспах кăмăл тунă «Искусствăсен каçĕ» мероприятие хутшăнма. Вăл публицистикăлллă статйисене пичетленĕ май пушă вăхăтра драма жанрĕпе те ĕçленĕ, пьесăсем çырнă. Унăн произведенийĕсем тăрăх Тăвай тата ытти районсенчи театр коллективĕсем спектакльсем лартнă, çынсене савăнтарнă.

Киноискусство, скульптура, архитектура, тĕрлĕ сă- рăпа ÿкерес ăсталăх (живопись) çинчен Алексей Петрович Индюков каласа кăтартнă. Вăл Тăвайри вăтам шкулта ачасене ÿкерес ăсталăха хăнăхтарнă, ĕçе юратма вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра поэзире çитĕнÿсем тăвать, вырăсла сăвăсем шăрçалать. Чăвашла та куçарнă вĕсене вырăнти çыравçăсем.

Уяв пуçланас умĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентина Валерияновна Александрова хăйĕн ăшă калаçăвĕпе пухăннисен кăмăл-туйăмне çĕклерĕ. Чăвашла юрăсем шăрантарса итлекенсен чунĕсене искусствăпа татах çывăхлатрĕ. Хăйĕн творчествине, суйласа илнĕ профессине юратнине çирĕплетсе пачĕ пултаруллă хĕрарăм.

Каннă вăхăтра «Хамăрăн илем шкулĕ» темăпа Лидия Анатольевна Мосина врач сăмах пуçарчĕ. Суйласа илнĕ косметикăпа тĕрĕс усă курма вĕрентрĕ.

Ăста алăллă Валентина Васильевна Синицинан хĕреслесе тĕрленĕ ĕçĕсен куравĕпе те паллашрĕç уява хутшăннисем. «Тăван ен çыннисем», «Театрăн асамлă тĕнчи» куравсемпе те кăмăллă юлчĕç. «Эсир мĕншĕн кунта», «Текстăн кĕввине пĕлĕр», «Театрта кам ĕçлет?», «Эпир артистсем» конкурссемпе викторинăсене хаваспах хутшăнчĕç тата пурте.

Çапла çак кун библиотека кĕнекесен килĕ кăна мар, искусствăна юратакансене пĕрлештерекен вырăн та пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика